Суббота, 20 апреля

Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсем сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15048,3 гектар çинчен вырса кĕртнĕ. Çакă 91 процентпа танлашать.
Çав шутра «Урожай» колхозра — 1652 гектар, «Дружба» ЯХПКра — 940 гектар, «Восток» ЯХПКра — 883 гектар, «Труд» ЯХПКра — 848 гектар, «Асаново» ЯХПКра — 795 гектар, «Луч» ЯХПКра — 708 гектар, «Победа» ЯХПКра 630 гектар çинче пиçсе çитнĕ тĕш тырра пуçтарса кĕртнĕ. Районти хуçалăхсенче пурĕ 41331,3 тонна тухăç илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 30,2 центнерпа танлашать.
Районти хуçалăхсем 1496 гектар çинче кĕрхи культурăсене акнă. Çав шутра кĕрхи тулă — 1329 гектар, ыраш — 167 гектар. Пурĕ 3455 гектар çинче çĕртме тунă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *