Вторник, 30 апреля

Ĕçчен ветеринар ялта хисепре

Ĕçчен ветеринар ялта хисепре

Ветеринар — çĕр çинчи чи кăткăс профессисенчен пĕри. Унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк та тарăн. Выльăх сывлăхне упранă май ветеринарсем çын сывлăхне те упраççĕ. Чĕрчунсен, çынсенни пекех, темĕн тĕрлĕ чир-чĕр те пур. Çын мĕн ыратнине сăмахпа ăнлантарса пама пултарать пулсан, тăватă ураллă пациент вара калаçаймасть. Ветеринарăн ăна «илтсе», ăнланса пулăшу памалла.
Августăн 31-мĕ-шĕнче çак пархатарлă ĕçре тăрăшакансем професси уявне паллă турĕç. Эпĕ пĕтĕм ял-йыш ячĕпе ветеринар ĕçне чун туртăмĕпе суйласа илнĕ, Асанкассинче пурăнакан Валентина Александровна Широковăна саламлатăп. Вăл ветеринарта ĕçлеме пуçланăранпа çак таранччен сиплесе сыватнă выльăх-чĕрлĕхĕн шучĕ те çук.
Çавăн пекех ветеринарта тăрăшнă Галина Михайловна Федоровăна, Надежда Николаевна Топтыгинăна, Валентина Георгиевна Петровăна та професси уявĕпе саламлатпăр.
Валентина Александровна Хурнайĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кайнă. Кунта хĕр ветеринар профессине алла илнĕ.
Валентина Александровна тивĕçлĕ канăва кайичченех Асанкассинчи ветеринари участокĕнче тăрăшнă. Ял çыннисем хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх чирлесен пулăшма ыйтсан хирĕçлени нихăçан та пулман. Ирпе те çĕрле, йĕпхÿ çумăр витĕр те шартлама сивĕре — яланах пулăшма васканă. Тепĕр чухне килти ĕçлеме пикеннĕ ĕçе пăрахса тухса кайнисем те пулнă. Мăшăрĕпе ачисем ăнлануллă пулни, кил-çуртри тата хуçалăхри ĕçсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурнăçлани тем пекех паха пулнă.
Валентина Александровнăпа Владимир Георгиевич Широковсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Икĕ ывăлĕ çемйисемпе Шупашкарта тĕп-леннĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ. Хĕрĕ Мускавра пурăнать.
Паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх чирлесен ял-йыш харсăр та правур, опытлă ветеринар патне васкать.
Хисеплĕ Валентина Александровна, ырă кăмăлăршăн, чун çураçулăхĕшĕн, çын нушине ăнланса пулăшма васканăшăн сире тав сăмахĕ калатпăр. 100 çула çитиччен пурăнма сывлăх, телей, çемьере çителĕклĕхпе тăнăçлăх сунатпăр.

Э.ТАРКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *