Суббота, 20 апреля

Çĕнелнĕ библиотека чуна савăнтарать

Çĕнелнĕ библиотека чуна савăнтарать

Эпĕ хаçат-журнал, кĕнеке вулама питĕ юрататăп, çавăнпа та библиотекăна час-часах çÿретĕп. Уйрăмах политикăпа, историпе çыхăннă кĕнекесене, юридици, ăслăлăх литературине кăмăллатăп. Кăçал коронавируса пула чылай вăхăт вулавăша çÿреме май пулмарĕ. Чир-чĕрпе çыхăннă лару-тăру самайлансан эпĕ тÿрех Комсомольски тĕп библиотекине çул тытрăм.
Вулавăш алăкĕсем тинех уçă пулни, паллах, питĕ савăнтарчĕ. Унран та ытла библиотека çĕнелсе илемленни кăмăла çĕклерĕ. Темиçе уйăх çынсене йышăнман вăхăтра кунти ĕçченсем питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ: пÿлĕмсене пĕтĕмпех юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ кĕнекесем илсе килнĕ, тĕрлĕ тематикăллă стеллажсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех вулав залне те питĕ илемлĕ йĕркеленĕ. Пысăк, çутă залран халĕ тухас та килмест. Кашни пÿлĕмре юсав тăвас тесе мĕн чухлĕ кĕнеке каллĕ-маллĕ йăтман-ши библиотека ĕçченĕсем?! Ку ĕç пире курăнмасть çеç. Чăннипе вара, вĕсен нумай тар тăкма тивнĕ.
Библиотека ертÿçине Инна Ядровăна, кунта тăрăшакан кашни ĕçчене чĕререн тав тăватăп. Вĕсем кашни килекене яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ, кăмăллăн калаçса кирлĕ кĕнекене суйлама пулăшаççĕ. Маттур та хастар, анлă тавракурăмлă ĕçченсене малашне те тăрăшуллă пулма, хăйсен ĕçне юратма, район çыннисене интереслĕ кĕнекесемпе, çĕнĕ кăларăмсемпе савăнтарма сунатăп.
П.ЛАПШИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *