Пятница, 19 апреля

Ял-сала хăтлăланать

Районти кашни ялтах çулсерен мĕнле те пулин ырă улшăну пулатех, урамсене тикĕслеççĕ, çул сараççĕ, илемлетеççĕ, тавралăха хăтлăлатаççĕ, çуртсемпе общество объекчĕсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, кану паркĕсем, ача-пăчапа спорт лапамĕсем уçаççĕ тата ытти те. Кăçал республикăри кашни ялах 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çак йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланăччĕ.

Ача-пăча лапамĕ, палăк, спорт площадкисем тата ытти те — çакă йăлтах ял-сала сăн-сăпатне улăштарма май парĕ. Унпа мĕнле усă курассине муниципалитетсем хăйсем татса параççĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 300 миллион тенкĕ уйăрма палăртнăччĕ.
Асăннă укçа-тенкĕ муниципалитетсене июлĕн пĕрремĕш çурринче çитесси çинчен пĕлтер- нĕччĕ. Хуласемпе район центрĕсене çак укçа-тенке вĕсенче миçе çын пурăннине шута илсе панă. Çакнашкал пулăшăва Комсомольски районĕнчи ял тăрăхĕсем те илнĕ. Апла пулсассăн тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе мĕн тума ĕлкĕрне-ха? 
Геннадий Ракчеев, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче 5 ял: Аслă Çĕрпÿел, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Йăвашкел, Тутар Йăвашкел, Хирти Шăхасан. Кашни ял валли 100 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа мĕнле усă курассине эпир ял çыннисемпе сÿтсе яврăмăр, вĕсен шухăшĕсене шута илтĕмĕр. Ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ентешсен ячĕсене гранит плита çине çырса хума кăмăл турĕç. Историе аса илес пулсассăн, пирĕн тăрăхран Аслă Отечественнăй вăрçа 495 çын тухса кайни паллă. Вĕсенчен 237-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă, 258-шĕ тăван ене таврăннă. Çавна май аслă вăрçа тухса кайнă 495 салтакăн ят-хушамачĕ гранит плита çине çырăнчĕ. Çакă çав тери пархатарлă ĕç тесе шутлатăп. Эпир паттăр ентешсене манмастпăр, вĕсене асра тытатпăр. Çитĕнекен ăру та çакăнта килсе вĕсене ятран пĕлтĕр. Вăрçа хутшăннă ентешсем пурнăçĕсене шеллемесĕр хаяр çапăçусене хутшăннă, ачисене, мăнукĕсене мирлĕ пурнăç парнелессишĕн тăшмана хирĕç тăнă. Пирĕн вĕсен кашни ятне пĕлмеллех. Çак вырăн — чи сăваплă вырăнсенчен пĕри пултăр. Чăннипех те ырă пуçару ĕмĕрлĕхех упранса юлакан япала тесе шутлатăп.
Любовь Полякова, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Чăваш автономине йĕркеле нĕренпе 100 çул çитнине халал ланă мероприятисен шайĕнче регионти кашни ял-салана 100 пин тенкĕ парса пулăшни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак укçана ялсенчи ача-пăча площадкисене валли оборудованисем туянма, стелăсем вырнаçтарма, спорт площадкисем тума хывма шут тытрăмăр. Акă, нумаях пулмасть Киров поселокĕнче тĕллевлĕ укçапа тума вăй çитернĕ ача-пăча площадки хута кайрĕ те. Халиччен асăннă ялта ачасене вылямалли вырăн пулман. Халĕ вара кунта шăпăрлансене ярăнса киленмелли, вылямалли хатĕрсем чылай. Площадкăра ача-пăча сасси мĕн каçченех янăрать.
РЕДАКЦИРЕН, Юлташсем! Патшалăх пулăшăвĕпе тата вырăнти халăх тăрăшнипе хăвăрăн ял сăн-сăпачĕ мĕнле улшăнни çинчен пире эсир те каласа пама пултаратăр. Сирĕнтен хыпарсем кĕтетпĕр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *