Пятница, 19 апреля

Халăхшăн ĕçлеме тупа турĕ

Ытларикун, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Алексеевич Николаева должноçе йышăнассипе çыхăннă церемони иртнĕ. Ун вăхăтĕнче халăх кандидачĕ Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн присяга тытнă:
«Чăваш Республикин Пуçлăхĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне, Раççей Федерацийĕн Конституцине, Федераци саккунĕсене, Чăваш Республикин Конституцине тата Чăваш Республикин саккунĕсене пăхăнма, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсене тата Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене пурнăçлама, этем тата гражданин прависене, ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пысăк тивĕçне чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклăн ĕçлеме тупа тăватăп», — тенĕ регион Ертÿçи çĕршывпа республикăн тĕп докуменчĕсем çине алă хурса.
Çакăн хыççăн вăл йышăннă нормăсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин виççĕмĕш Пуçлăхĕ пулса тăчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *