Пятница, 19 апреля

Çитĕнет уйра сап-сарă хĕвелçаврăнăш

Европа шайĕнчен шутласан Раççейре хĕвелçаврăнăш рынокĕ чи пысăкки шутланать. Çак ял хуçалăх культури пирĕн çĕршывра тĕрлĕ регионсенче сахал мар лаптăк йышăнать. Ытларах хĕвелçаврăнăша кăнтăр енче çитĕнтереççĕ пулин те, пирĕн тăрăхра та аван тухăç парать вăл.
Районта асăннă культурăна пĕр-икĕ хуçалăх çеç çитĕнтерет. Кăçал ăна сăмахран, «Госсорткомиссия» ФГУ-ра — 65 гектар, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 165 гектар çинче акнă.
Минатуллинăн фермер хуçалăхĕн ертÿçи Минзекрем Равилович пĕлтернĕ тăрăх, хĕвелçаврăнăша вĕсем 2016 çултанпа çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр ăна 120 гектар акнă.
— Минзекрем Равилович, районта хĕвелçаврăнăша ытларах эсир çеç ÿстеретĕр. Эсир çак культурăна çитĕнтерме кăмăлланин сăлтавĕ мĕнре-ши?
— Пирĕн фермер хуçалăхĕ хĕвелçаврăнăшпа танах ытти культурăсене те çитĕнтерет. Кăçал эпир 130 гектар кĕрхи, 170 гектар çурхи тĕш-тырă культурисене тата 80 гектар рапс акса пуçтартăмăр. Хĕвелçаврăнăша аван тухăçпа савăнтарнипе çитĕнтеретпĕр. Тата ытти культурăсене пуçтарса кĕртнĕ хыççăн çеç ăна тирпейлесе илме вăхăт çитни кăмăла тивĕçтерет.
— Тупăша пуçтарса кĕртнипе çеç мар тата вырнаçтарма та пĕлмелле.
— Тĕрĕс. Пулса çитнĕ хĕвелçаврăнăша Хусана ăсататпăр. Эпир унти ÿсентăран çăвĕ тăвакан заводпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Шанчăклăха, тÿрĕ кăмăллăха, çирĕплĕхе яланах тĕпе хунă. Вĕсем пире регионти çанталăк кăтартăвĕсене шута илсе лайăх тупăш пама пултаракан вăрлăхпа, минераллă удобренисемпе тата гербицидпа тивĕçтереççĕ, тупăша хăйсен тарнспорчĕпе турттарса кайни те меллĕ. Çавăнпа пĕрлех партнерăн ятарлă консультанчĕсен канашĕсем, сĕнĕвĕсем ĕç ÿсĕмлĕхне, тухăçлăхне пысăклатаççĕ.
— Лайăх тупăш туса илес тесен ял хуçалăх ĕçченĕсен мĕне шута илсе ĕçлемелле-ши? Пуçăннă ĕçĕн ÿсĕмлĕхĕ мĕнрен килет-ши?
— Пуçăннă ĕçĕн ÿсĕмлĕхĕ мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Йывăрлăхсене парăнмалла мар — çĕнтермелле. Паллах, ял хуçалăх культурисенчен пысăк тупăш илес тесен çутçанталăк кăтартăвĕсене шута илсе, çитĕнтермелли технологине пăхăнса, ĕçри кăлтăксене вăхăтра шайлаштарса ĕçлемелле. Тата хăть мĕнле ĕçе те юратса, таса кăмăлпа пурнăçламалла.
Чăннипех те çапла, ял хуçалăхĕнче çанă тавăрса ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр пысăк тухăç илме çук. Минатуллин фермер хуçалăхĕнче те ĕç кунне пĕлсе йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, тивĕçĕсене яваплă пурнăçлаççĕ.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *