Воскресенье, 5 мая

Публикации

Осиповсем çĕнтернĕ

Октябрĕн 10-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи «Атăл» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче республикăри ял вăййисем иртнĕ. Унта республикăри 21 муниципалитетри 500 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра пирĕн районăн туслă команди те пулнă. Спортсменсем тĕрлĕ спорт вăййисенче тупăшнă. Тĕслĕхрен, Осиповсен çемйи — Лариса, Андрей, Софья — «Спортпа туслă çемье» номинацинче çĕнтернĕ. Механизаторсен тупăшăвĕнче арçынсем иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен. Никита Носковпа Юрий Козлов механизаторсем ăсталăхпа палăрнă. Кире пуканĕ йăтассипе те команда иккĕмĕш вырăна тухнă. Район чысне Анастасия Ильина, Галина Волкова, Владимир Калашников, Виктор Марин хÿтĕленĕ. Владимир Калашников çак тупăшурах пĕччен ăмăртса иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. /ХАМĂР ИНФ./.  
Маска тăхăнмаллах

Маска тăхăнмаллах

Раççейре те, республикăра та, районта та лару-тăру йывăрлансах пырать. Çанталăк сивĕтнĕ май ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышĕ те ÿснĕ. Октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 8954 çын инфекциленнĕ, вĕсенчен 7477 çын сывалнă. Районĕпе илес пулсассăн вара паянхи куна коронавирус чирĕпе 8 çын чирлĕ, çак чиртен 216 çын сывалма пултарнă. Çав вăхăтрах 4 çын каварлă чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă. Çынсем чирлени кашнинех сисчĕвлентермелле, паллах. Çавна май вирус хăвăрт сарăлнă тапхăрта маска пире чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшĕ. Обществăлла вырăнсенче çÿренĕ чухне, суту-илÿ магазинĕсене кĕнĕ чухне маска тата перчетке тăхăнма манас марччĕ, профилактика мерисене пурнăçласчĕ. Çавăн пекех маскăна кашни 2-3 сехетре улăштарма та манмалла мар. Хамăра тата çывăх çыннăмăрсене яланах упрасчĕ.  
Вĕренекенсемпе калаçаççĕ

Вĕренекенсемпе калаçаççĕ

Ачасен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе республикăра тăтăшах «Полици тата ачасем» рейд иртет. Акă, сентябрĕн 30-мĕшĕпе октябрĕн 23-мĕшĕччен районта асăннă профилактика мероприятийĕ пырать. Çавна май çак вăхăтра эпир — çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем — вăтам тата тĕп шкулсене çитсе вĕренекенсемпе тĕл пулатпăр, профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр. Ачасемпе тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухатпăр. Чи пĕлтерĕшли — саккуна пăхăнса пурăнма хăнăхтарасси. Чылай чухне çул çитмен çамрăксем тĕрĕс мар çул çине тăраççĕ, вăрлаççĕ, эрех-сăрапа айкашаççĕ, çапăçаççĕ. Кун пек ачасене чи малтанах учета илсе, вăхăтра асăрхаттарни вырăнлă. Çавăнпа та вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçни, вăрлани, çапăçни мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки каласа пани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Р.ЖУКОВА.  

Урмаелсем ĕçчен те пуçаруллă

Районти чи хăтлă та илемлĕ, кунран-кун çĕнелсе, аталанса пыракан ялсенчен пĕри — Урмаел сали. Кунта пырса кĕрсенех йĕркипе ларакан пысăк, эрешсемпе капăрлатнă, кермен пек çуртсем куç умне пулаççĕ. Пĕринчен тепри илемлĕскерсем кунта ĕçчен те тăрăшуллă, тирпейлĕхпе хăтлăлăха юратакан халăх пурăннине çирĕплетеççĕ. Унта та кунта стройка ĕçĕсем пынине асăрхама пулать, кунта çĕнĕ урамсем те çĕкленеççĕ. Çакă тутарсем хушшинче авалхи йăласене халĕ те пăхăннипе, çавна май çамрăксем ялтах тĕпленме тăрăшнипе те çыхăннă пулĕ. Ял кунран-кун аталанса пынинче кунта пурăнакансен тÿпи питех те пысăк. Ял-йыш пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене ушкăнпа татса парсан пысăк та пархатарлă ĕçсем тума пулатех. Пуçаруллă та хастар çынсем тăрăшнипе Урмаелĕнче кашни çулах яла илемлетес тĕллевпе нумай ĕç туса ирттереççĕ.

Çамрăк тракторист

Яла кĕрсен мĕн сас лайăх? Хирте трактор-комбайн шавĕ илтĕнни, урамра ача-пăча выляса чупни. Çамрăк çемьесем яла пурăнма юлсан, ăшă йăва çавăрса тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерсен, паллах, ял пурăнать. Юлашки çулсенче çамрăксем ытларах хулана туртăнни сисĕнет. Апла пулин те, ял пурнăçне чун-чĕререн юратакан, тăван яла нимĕнле хулапа та улăштарма килĕшмен çамрăксем пирĕн тăрăхра пур-ха. Паян ман сăмахăм Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ çамрăк каччă, Сергей Ефремов çинчен. Вăл кÿршĕ ял хĕрĕпе Елена Гатинăпа çемье çавăрнă, çамрăксем ывăл çитĕнтереççĕ. Сергей, мĕн пĕчĕкренех техникăпа интересленнĕскер, тракторпа çÿреме кăмăллать, пур ĕçе те тума пĕлет. Ял халăхне çĕр лаптăкне сухалама, утă çулма, уй-хиртен пахча çимĕç, утă-улăм турттарма, çĕрулми лартма, кăларма тата ытти ĕçсене пурнăçлам
Проектсем малашне те пурнăçланĕç

Проектсем малашне те пурнăçланĕç

Нумаях пулмасть Олег Николаев вырăнти пуçарусемпе пурнăçланакан проектсем тăрăх ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Пурĕ Чăваш Енре кăçал инициативлă бюджетировани программи тăрăх 849 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Çав шутра ача-пăча площадкисем, спорт площадкисем вырнаçтараççĕ, масарсен картисене тытаççĕ, çулсене юсаççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ тата ытти те. «Енчен те çынсем ку ĕç кирлине палăртаççĕ пулсан, эпир вĕсене пулăшма яланах хатĕр. Кăçал пурнăçлама тăратнă кашни проектах укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Малашне те вырăнти инициативăсемпе пурнăçлакан проектсене валли укçа-тенкĕ уйăрăпăр», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ лару-тăрупа паллашнă хыççăн.  

Ирпе ирех хире тухса çаврăннинчен ырри тата мĕн пур?

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Кăçалхи ăшă та типĕ çу кунĕсемпе усă курса вĕсем тыр-пула пÿлмесене кĕртсе хучĕç, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕç, çĕрулмине, пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртес ĕçе те вĕçлесе пыраççĕ. Кăçал çулла çанталăк уяр тăни ял хуçалăх ĕçченĕсене ĕççине вăхăтра пурнăçлама май пачĕ. Ял хуçалăх культурисене вăхăтра тирпейлĕ пуçтарса кĕртессишĕн чи малтанах, паллах, хуçалăх ертÿçи тата агроном ăшталанаççĕ. «Искра» колхозра нумай çул агрономра Татьяна Леонидовна Мартынова тăрăшать. Вăл ĕç вăхăтĕнче кашни ире уй-хире пăхса çаврăннинчен пуçлать. Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕшĕн, нумай çул ÿсекен курăк аван çитĕннишĕн савăнать, уй-хир хитрелĕхĕпе киленет. — Ир тăракан тутă пулнине тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатăп. Ирпе ирех хире тухса тăрин чи малтанхи юр

Пурнăçне кĕнекесемпе çыхăнтарнă

Хальхи ачасем кĕнеке вуламаççĕ тенипе пĕрре те килĕшмест Комсомольски тĕп библиотекин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ Е.П.Прокопьева. Çамрăк вулакансемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май вĕсен шухăш-кăмăлне, мĕнпе интересленнине пĕлсе, курса тăраканскер, ачасен ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну тытсах тăрать. Чылай çемьере хăйсен тĕпренчĕкĕсене тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă çитĕнтерме тăрăшнине те пĕлет. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене компьютер умĕнче сахалтарах лартасшăн, смартфонсемпе те питех усă куртарасшăн мар ашшĕ-амăшĕсем ачисем мĕнле кĕнекесем вуланипе библиотекăна килсех кăсăкланаççĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче интереслĕ кĕнекесене черет тăрса вулани те ачасем пĕлÿ çăлкуçĕнчен ютшăнманнине çирĕплетет. Ÿсекен ăру чăннипех те кĕнекене çывăх пултăр тесен шкулпа библиотека çеç тăрăшни çителĕксĕр — ашшĕ-амăшĕн те çин

Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр

Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни — кирек камшăн та пысăк телей. Пĕриншĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри мĕн пĕчĕкренех хăй кам пулассине пĕлет. Шăпах çакăн пек çын тесе шутлатăп эпĕ хамăн пирки. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр... Манăн шăпана эсĕ пирĕшти пек кĕрсе юлтăн. Чылай çул иртрĕ пулин те пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш кун шкула кайни, пĕрремĕш вĕрентекен асран тухмаççĕ. Зинаида Васильевна Бурмакова — манăн чи юратнă вĕрентекен. Вăл ирттернĕ уроксем паянхи кун та куç умне тухаççĕ. Кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелетчĕ, темăна кашни ачана ăнланмалла каласа паратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен, Зинаида Васильевна пек, вĕрентекен пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕт пурнăçланнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Чунри ачашлăхне, юратăвне йăлтах ачасене панă вăл. Пуçласа парта хушшине ларнисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕмелле,

Тĕлĕнмелле ăшă чунлă хĕрарăм

Çак кунсенче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мафире Гимадиевна Тимаевăна 90 çул тултарнă ятпа саламласа Раççей Президентĕнчен В.В.Путинран çыру килчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.В. Краснов ячĕпе Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова юбиляр патне çитерчĕ. Вăл Мафире Гимадиевнăна саламласа çирĕп сывлăх, чунри лăпкăлăх, тăнăç пурнăç, çывăх çыннисен ăшшипе савăнса пурăнма сунчĕ. Районти 1-мĕш суд участокĕн мировой судйи Альфия Волкова та юбиляра ăшшăн саламларĕ. «Эпир Мафире аппана лайăх енчен çеç пĕлетпĕр. Вăл тĕлĕнмелле ăшă чунлă, ырă кăмăллă çын. Районта пурăнакансем ăна чылайăшĕ паллаççĕ, хисеплеççĕ», — терĕ вăл. Уява пуçтарăннă хăнасемпе чей ĕçнĕ май Мафире Гимадиевна хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. «Эпĕ ача чухне анне хĕрарăмсене киле намаз ву