Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр

Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни — кирек камшăн та пысăк телей. Пĕриншĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри мĕн пĕчĕкренех хăй кам пулассине пĕлет. Шăпах çакăн пек çын тесе шутлатăп эпĕ хамăн пирки. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр… Манăн шăпана эсĕ пирĕшти пек кĕрсе юлтăн. Чылай çул иртрĕ пулин те пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш кун шкула кайни, пĕрремĕш вĕрентекен асран тухмаççĕ.
Зинаида Васильевна Бурмакова — манăн чи юратнă вĕрентекен. Вăл ирттернĕ уроксем паянхи кун та куç умне тухаççĕ. Кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелетчĕ, темăна кашни ачана ăнланмалла каласа паратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен, Зинаида Васильевна пек, вĕрентекен пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕт пурнăçланнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Чунри ачашлăхне, юратăвне йăлтах ачасене панă вăл. Пуçласа парта хушшине ларнисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕмелле, вĕсене вулама, шутлама, илемлĕ çырма хăнăхтармалла. Класс тулашĕнчи ĕçсем пирки те манса каймалла мар. Пĕчĕкскерсене пур енлĕн аталантармалла. Вĕренÿ çулĕнче вăл кĕçĕннисемпе вун-вун мероприяти ирттернĕ. Çутçанталăк ытамне илсе тухнă, илеме чунпа курма хăнăхтарнă. Интереслĕ самантсене ÿкерсе илсе ятарлă пухмача хурса, компьютера вырнаçтарса пынă. Вĕрентекенĕн пурнăç уттинчен юлмасăр аталанмалла, тĕрлĕ ĕçе ачасене явăçтармалла. Федераци çĕнĕ стандарчĕпе килĕшÿллĕн, вĕрентекен — пĕлÿ паракан çын çеç мар, ачана ăс пухма пулăшакан та. Зинаида Васильевнăшăн вара çамрăк ăрăва пĕлÿ парассипе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани парасси те тĕп вырăнта яланах пулнă. Шкулта вĕренекенсем пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнаççĕ, хăйсене тытма хăнăхаççĕ, аслисене сума сăваççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренеççĕ. Ахальтен мар вĕрентекене ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма чи кирли — ачасене юратни. Эпир Зинаида Васильевнăна «иккĕмĕш анне» тесе чĕнеттĕмĕр, вăл та пире «манăн ачасем» тетчĕ. Çав ачасем халĕ аннесем, аттесем пулнă ĕнтĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр пирĕн çинчен атте-аннерен те ытларах пĕлетчĕ. Пĕрремĕш вăрттăнлăхсене те эпир ăна шанса каласа панă.
Унăн умĕнче çĕршер ача ÿссе çитĕннĕ, лăпкăн та çирĕппĕн ура çине тăнă. Вĕсен нумайăшĕн ачисем те пĕрремĕш класа Зинаида Васильевна патне çÿренĕ. Кашни ачан хăйне евĕр кăмăлне асăрханă вĕрентекен. Эпир те лăпках пулман пуль, анчах та уроксенче шăп ларнă, вăл калакан сăмахсене ăша хывма тăрăшнă. Эпир юнашар классенче нумай вăхăт вăй хутăмăр, пĕр-пĕрне яланах кирлĕ сĕнÿ-канашсем параттăмăр.
Вĕрентекен ĕçĕ Зинаида Васильевнăшăн — чун тивлечĕ, чун хушни. «Вĕрентекен пулма çуралнă» тесе ахальтен каламан иккен.
Зинаида Васильевна пире чун ăшшине, тĕлпулусен хаваслăхне, ыркăмăллăхне парнеленĕ. Шансах тăратăп, вăл вĕрентнисем ăна уçă кăмăллă та ырă чунлă пулнишĕн юратаççĕ, ас тăваççĕ, хисеплеççĕ.
—Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те эпĕ вĕрентекен ĕçнех суйлăттăм. Чуна çывăх ĕç ку маншăн, — тет юратнă вĕрентекен.
Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, ĕçченлĕх, сăпайлăх унра! Çакăн пек çынсем, вĕрентекенсем пуртан çут тĕнче илемлĕ, хаваслă. Хăйне тытма пĕлни, кашни сăмаха шухăшласа калаçни, яланах пулăшма хатĕрри ыттисене те çапла пулма хистет.
Хамăршăн чи хаклисен сăнарĕсене эпир ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр.
Çут çанталăк савса çитĕнтерчĕ хĕре,
Ырă кăмăл аннÿ парнелерĕ сире.
Тĕреклĕ пулчĕ сирĕн вĕренÿ.
Вĕрентекеншĕн вăл — çирĕп пĕлÿ.
Ачасен кăмăлне ăнланма тăрăшса
Эсир патăр ăс-тăн чунтанах юратса.
Калатпăр эпир тав сăмахĕ сире,
Пурăнма тĕрĕс çул кăтартрăр пире.
Ыратакан пÿрнесене вылятса
Тăратăр куллен сас палли умĕнче.
Кашнине уйрăммăн çыпăçтарса
Хăварасшăн эсир пиллев сăмахне.
Кăмăлпа пăхатăр пирĕн çине.
Юратса саватăр пире кашнине.
Туррăн хÿтлĕхĕ пултăр пĕрле,
Вăй-хăват парса пытăр сире!
О.КОПТАШКИНА,
Асанкасси вăтам шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *