Вĕренекенсемпе калаçаççĕ

Вĕренекенсемпе калаçаççĕ

Ачасен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе республикăра тăтăшах «Полици тата ачасем» рейд иртет. Акă, сентябрĕн 30-мĕшĕпе октябрĕн 23-мĕшĕччен районта асăннă профилактика мероприятийĕ пырать. Çавна май çак вăхăтра эпир — çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем — вăтам тата тĕп шкулсене çитсе вĕренекенсемпе тĕл пулатпăр, профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр. Ачасемпе тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухатпăр. Чи пĕлтерĕшли — саккуна пăхăнса пурăнма хăнăхтарасси. Чылай чухне çул çитмен çамрăксем тĕрĕс мар çул çине тăраççĕ, вăрлаççĕ, эрех-сăрапа айкашаççĕ, çапăçаççĕ. Кун пек ачасене чи малтанах учета илсе, вăхăтра асăрхаттарни вырăнлă. Çавăнпа та вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçни, вăрлани, çапăçни мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки каласа пани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.
Р.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *