Публикации

Юратнă ĕç — чун канăçĕ

Хастар та пуçаруллăскер, ĕçчен те тăрăшуллăскер, вашават та тараватскер, пур çĕрте те ĕлкĕрекенскер — вăл ăста специалист та, талантлă йĕркелÿçĕ те, çĕнĕлĕхсен пуçаруçи те. Çак кунсенче тĕлĕнмелле хĕрарăм, Комсомольски райпо правленийĕн председателĕ Людмила Сорокина, хăйĕн чаплă юбилейне уявлать. Людмила Александровна шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти коопераци институтĕнче «Суту-илÿ экономики» специальноçпа пĕлÿ илнĕ, хăйĕн профессийĕпех ĕçе вырнаçнă. Пурĕ 35 çул ĕнтĕ вăл потребительсен кооперацийĕнче вăй хурать. Товаровед ĕçĕнчен пуçласа Людмила Сорокина карьера картлашкисене умлăн-хыçлăн парăнтарнă, райпо правленийĕн председательне çитме пултарнă. Çак хушăра вăл пĕр ăрăва çеç мар професси вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Унăн вĕренекенĕсем халĕ те час-часах шăнкăравлаççĕ, сĕнÿсем ыйтаççĕ. К

Библиотека патриотла воспитани парать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекинче çитĕнекен ăрăвăн гражданла тата патриотла воспитанийĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Патриотла воспитани яланах шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă, мĕншĕн тесен шăпах шкул ÿсĕмĕнче Тăван çĕршыва юратма, хаклама вĕрентме тăрăшмалла. Çак тĕллевпе 2017 çулта шкулта «Патшалăх çар служби» çул-йĕрпе пĕлÿ паракан пĕрремĕш кадет класĕ уçнă. Малалла вара кашни çул кадет класĕсен шучĕ нумайланнă. Хушма вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн те çак енĕпе кружоксем ĕçлеççĕ. Кадетсем муниципалитет, республика шайĕнчи ăмăртусене, конкурссене, смотрсене активлăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Библиотекăра шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас тĕллевпе нумай мероприяти иртет. Çав шутра тематикăлла калаçусем, астăвăм, хăюлăх урокĕсем, çар мухтавĕн сехечĕс

Чиртен асăрхан!

Паянхи кун пĕр-пĕринпе кирек хăш темăпа калаçсан та юлашкинчен е малтан коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас ыйту патне çитетпĕр. Ку енĕпе интернет, телевидени, радио, хаçат-журнал сахал мар каласа параççĕ. Апла пулин те пурте лару-тăрăва кирлĕ пек хакламаççĕ. Маска тăхăнмалли йĕркене пăхăнасшăн мар, профилактика мероприятийĕсене те пурте пурнăçламаççĕ. Аслă çулхи çынсене килте пулма сĕнни те кăлăхах. Республикăра, районта йĕркене епле пăхăннине тĕрĕслесе тăма ятарлă мобильлĕ ушкăнсем йĕркеленĕ. Вĕсем кашни кунах рейда тухаççĕ. Мобильлĕ ушкăн членĕсем обществăлла апатлану вырăнĕсене, суту-илÿ лавккисене, уйрăм çынсене тĕрĕслеççĕ. Шел пулин те, йĕркене пăсакансем çук мар. Коронавируспа чирлекенсен шучĕ вара кунсерен ÿсет. Раççейĕпе илес пулсассăн октябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне 1531224 çын чирленĕ,
Астăвăм сехечĕ

Астăвăм сехечĕ

Октябрĕн 23-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагог Иван Яковлев /1848—1930/ пурнăçран уйрăлса кайнăранпа шăпах 90 çул çитрĕ. Çавна май Иван Яковлевăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Астăвăм сехечĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. «Эпир Яковлев умĕнче пуçăмăра таятпăр, ĕçне-хĕлне малалла туса пыратпăр. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх — кăçал çулла йышăннă «Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси» çумпрограмма. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕмĕр. Кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче ăна пĕрремĕш хут паллă тăвăпăр. Çак кунсенче тата Шупашкарта чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйтупа регионсен хушшинчи конференци ĕçлерĕ. Тăван чĕлхен шăпи, пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан килет. Иван Яковлевăн халалне манăçа кăларас марччĕ», — тенĕ Олег Алексеевич.  
Куравра — «Пурнăç»

Куравра — «Пурнăç»

Октябрĕн 29 — ноябрĕн 6-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мультимеди куравĕ иртет. Ячĕ ансат, çапах та анлă — «Пурнăç». Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халаллаççĕ. Çак курав Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн указĕпе çирĕплетнĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенче вăй хунă çынсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятисен циклне уçать. Мультимеди куравĕн уйрăм пайĕ вăрçă вăхăтĕнче чăваш çыннисен тылри паттăрлăхне кăтартса парать. Вăйлă эффектсем çынна хăйне хÿтĕлев чиккинче туйма та май параççĕ. Октябрĕн 29—30-мĕшĕсенче тата ноябрĕн 2—6-мĕшĕсенче курав шкул ачисем валли ĕçлет, ытти кунсенче унта республикăра пурăнакан кашни çын пырса курма пултарать. Курав тÿлевсĕрех. Роспотребнадзор сĕнĕвĕсе

Чи кирли — ĕç кăмăла кайни

Кашни кун руль умне ларса çула тухать «Луч» ЯХПКра тăрăшакан Александр Филиппов. 38 çул водительте ĕçлекенскер, хăйĕн пурнăçне автомашинăсăр курмасть те вăл. Уншăн машина кĕр кĕрлени, тикĕссĕн пыни темрен те хаклă. Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр ялти шкула пĕтернĕ хыççăн электромонтажнике вĕреннĕ. Ку специальноçпа 3 уйăх çеç ĕçлесе ĕлкĕрнĕ вăл — çамрăк каччăн салтак атти тăхăнма вăхăт çитнĕ. Çартан таврăнсан Александр Миронович, ялта электрик валли ĕç вырăнĕ çуккине кура, Сĕнтĕрвăррине çул тытнă, водителе вĕреннĕ. Алла диплом илсенех «Луч» ЯХПКра ĕçлеме пикеннĕ. Паянхи кун та çакăнтах тăрăшаканскер, хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллать. — Çăмăл ĕç ниçта та çук ĕнтĕ вăл. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕсем пур. Чи кирли — ĕç кăмăла кайни, — тет тăрăшуллă водитель. Вĕсем мăшăрĕпе Любовь

Г.Мархунова: «Пĕрремĕш урок халĕ те асра»

Çак кунсенче Комсомольскинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Мархунова чаплă юбилейне — çут тĕнчене килнĕренпе 75 çул çитнине — уявларĕ. Ун çине пăхатăн та çак çула çитнĕ тесе пĕрре те калаймастăн. Пыл хурчĕ пек ĕçченскер, пăрчăкан пек вăр-варскер, ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет? Килĕнче тирпей- илем хуçаланать унăн: кашни япали хăй вырăнĕнче, чÿрече анисем çинче хÿхĕм чечексем куçа йăмăхтарса лараççĕ. Картишĕ, пахчи таврашĕ те питĕ тирпейлĕ. «Çулла пахча ĕçĕ нумай та çавăнпах вăхăт иртет. Хĕлле вара эпир кÿршĕпе пĕрле вăрмана йĕлтĕрпе ярăнма та каятпăр», — пуçларĕ калаçăва Галина Сергеевна. Сăмах хыççăн сăмах юхнă май куçĕ умне ачалăхне кăларчĕ вăл. Г.Мархунова Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче кун çути курнă, йышлă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ Сергей Иванови

Маттур педагог

Тĕнчере професси нумай. Пĕр-пĕр профессине алла илес тесен ятарлă пĕлÿ илмелле. Малтан шкултан вĕренсе тухмалла. Учитель çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни куçкĕрет. Вăл ачасене тĕрлĕ предметсене вĕрентнисĕр пуçне обществăра, тантăшсемпе хутшăнма вĕрентет. Пĕрремĕш учитель вара шкула пуçласа килекен ачасемшĕн «иккĕмĕш анне» вырăнĕнчех. Унăн професси пахалăхĕсенчен шкул алăкне пуçласа уçакан ачасен малашлăхĕ тÿрремĕн килет. Оксана Николаевна Копташкина Асанкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Вăл Елизавета Ивановнăпа Николай Васильевич Даниловсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи ялти хисеплĕ çемьесен шутĕнче. Учительте ĕçлекен ашшĕне тата хăйĕн пĕрремĕш учительне, Зинаида Бурмаковăна, тĕслĕхе хурса Оксана пĕчĕкренех ачасене вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Пуçласа пĕлÿ тĕнчипе паллаш
Халăх çыравĕ пуçланчĕ

Халăх çыравĕ пуçланчĕ

Çĕршыв историйĕнчи цифрăллă пĕрремĕш çырав октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Пĕтĕм Раççейри тĕп тапхăр пуçланиччен çур çул маларах çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче пурăнакан çур миллиона яхăн çын пирки информаци пухмалла. Тыва Республикинче, Томск облаçĕнче тата Ямал-Ненец автономи округĕнче çынсенчен ыйтнă чухне цифрăллă çĕнĕ технологисемпе — ятарлă программăллă планшетсемпе — пуçласа усă кураççĕ, çавна май, вĕсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслеççĕ. Тĕп тапхăрпа танлаштарсан кунта пĕр уйрăмлăх пур: «Патшалăх пулăшăвĕсем» порталта электронлă çырав листисене çитес çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен çеç кашни хăй тĕллĕн тултарма пултарать. Раççей статистики цифрăллă çĕнĕлĕхсене халăхран ыйтса даннăйсем пуçтарнă чухне кăна мар, çырава хатĕрленнĕ май та усă курать. Раççей статистикин
Хăвăра упрама тăрăшăр

Хăвăра упрама тăрăшăр

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕпе çынсем чирленĕ пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать пулĕ. Епле сыхланмалла? Респираторлă вирус тата коронавирус чирĕсемпе чирлес мар тесен мĕн тумалла; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Республикăн общество сывлăхĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр. - Елена Михайловна, чăн малтан респираторлă вируслă чирсем çинче чарăнса тăрар-ха. Çынсене тепĕр хут аса илтерер, çав чирпе чирлекенсен йышĕ хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ, çынсем ытларах мĕнле майпа чирлеççĕ; — Кăçал çанталăк ăшă тăчĕ пулин те çак чирпе чирлекенсен шучĕ нумайланчĕ. Республикăра хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 6 пин ыт