Астăвăм сехечĕ

Астăвăм сехечĕ

Октябрĕн 23-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагог Иван Яковлев /1848—1930/ пурнăçран уйрăлса кайнăранпа шăпах 90 çул çитрĕ.
Çавна май Иван Яковлевăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Астăвăм сехечĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. «Эпир Яковлев умĕнче пуçăмăра таятпăр, ĕçне-хĕлне малалла туса пыратпăр. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх — кăçал çулла йышăннă «Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси» çумпрограмма. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕмĕр. Кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче ăна пĕрремĕш хут паллă тăвăпăр. Çак кунсенче тата Шупашкарта чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйтупа регионсен хушшинчи конференци ĕçлерĕ. Тăван чĕлхен шăпи, пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан килет. Иван Яковлевăн халалне манăçа кăларас марччĕ», — тенĕ Олег Алексеевич.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *