Куравра — «Пурнăç»

Куравра — «Пурнăç»

Октябрĕн 29 — ноябрĕн 6-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мультимеди куравĕ иртет. Ячĕ ансат, çапах та анлă — «Пурнăç».
Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халаллаççĕ. Çак курав Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн указĕпе çирĕплетнĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенче вăй хунă çынсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятисен циклне уçать.
Мультимеди куравĕн уйрăм пайĕ вăрçă вăхăтĕнче чăваш çыннисен тылри паттăрлăхне кăтартса парать. Вăйлă эффектсем çынна хăйне хÿтĕлев чиккинче туйма та май параççĕ.
Октябрĕн 29—30-мĕшĕсенче тата ноябрĕн 2—6-мĕшĕсенче курав шкул ачисем валли ĕçлет, ытти кунсенче унта республикăра пурăнакан кашни çын пырса курма пултарать. Курав тÿлевсĕрех. Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене шута илсе курава маларах çырăнма тата тĕплĕнрех ыйтса пĕлме çак номерпе шăнкăравлама пулать: 8953010-00-41.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *