Суббота, 27 апреля

Чиртен асăрхан!

Паянхи кун пĕр-пĕринпе кирек хăш темăпа калаçсан та юлашкинчен е малтан коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас ыйту патне çитетпĕр. Ку енĕпе интернет, телевидени, радио, хаçат-журнал сахал мар каласа параççĕ. Апла пулин те пурте лару-тăрăва кирлĕ пек хакламаççĕ. Маска тăхăнмалли йĕркене пăхăнасшăн мар, профилактика мероприятийĕсене те пурте пурнăçламаççĕ. Аслă çулхи çынсене килте пулма сĕнни те кăлăхах.
Республикăра, районта йĕркене епле пăхăннине тĕрĕслесе тăма ятарлă мобильлĕ ушкăнсем йĕркеленĕ. Вĕсем кашни кунах рейда тухаççĕ. Мобильлĕ ушкăн членĕсем обществăлла апатлану вырăнĕсене, суту-илÿ лавккисене, уйрăм çынсене тĕрĕслеççĕ. Шел пулин те, йĕркене пăсакансем çук мар.
Коронавируспа чирлекенсен шучĕ вара кунсерен ÿсет. Раççейĕпе илес пулсассăн октябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне 1531224 çын чирленĕ, Чăваш Енре вĕсен шучĕ 9 пинрен каçнă. Раççейре кунсерен çак чиртен 17 пин ытла çын шар курать.
Çавăнпа та çынсен профилактика мероприятийĕсене пурнăçлама, маска тăхăнма манмалла мар. Сывлăха упрасси тĕп вырăнта пулмалла.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *