Понедельник, 29 апреля

Юратнă ĕç — чун канăçĕ

Хастар та пуçаруллăскер, ĕçчен те тăрăшуллăскер, вашават та тараватскер, пур çĕрте те ĕлкĕрекенскер — вăл ăста специалист та, талантлă йĕркелÿçĕ те, çĕнĕлĕхсен пуçаруçи те. Çак кунсенче тĕлĕнмелле хĕрарăм, Комсомольски райпо правленийĕн председателĕ Людмила Сорокина, хăйĕн чаплă юбилейне уявлать.
Людмила Александровна шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти коопераци институтĕнче «Суту-илÿ экономики» специальноçпа пĕлÿ илнĕ, хăйĕн профессийĕпех ĕçе вырнаçнă. Пурĕ 35 çул ĕнтĕ вăл потребительсен кооперацийĕнче вăй хурать. Товаровед ĕçĕнчен пуçласа Людмила Сорокина карьера картлашкисене умлăн-хыçлăн парăнтарнă, райпо правленийĕн председательне çитме пултарнă. Çак хушăра вăл пĕр ăрăва çеç мар професси вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Унăн вĕренекенĕсем халĕ те час-часах шăнкăравлаççĕ, сĕнÿсем ыйтаççĕ.
Комсомольски райповĕн ĕçĕ чăннипех те курăмлă. Вăл 54 яла, вĕсенче пурăнакан 26 пин çынна тĕрлĕ таварпа, пулăшусемпе тивĕçтерет. Районĕпе пурĕ 303 çын райпо тытăмĕнче тăрăшать. Вĕсен ĕçне йĕркелесе пырасси, куллен сиксе тухакан ыйтусене татса парасси — шăпах Людмила Александровнăн тивĕçĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçлать вăл, кооперативлă суту-илĕве тата обществăлла апатланăва аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Ĕçчен те пуçаруллă çыннăн çитĕнĕвĕсем те мухтанмалăх пур. Людмила Сорокинăна Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе, Раççей Центросоюзăн Хисеп грамотипе, «26 лет безупречной работы в потребительской кооперации» паллăпа, «За вклад в развитие потребительской кооперации» орденпа, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Людмила Александровна — ЧР халăха тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ, РФ потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *