Пятница, 26 апреля

Публикации

Туслă коллективра ĕç ăнать

Туслă коллективра ĕç ăнать

30 çул ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене ĕç тупма пур енлĕн пулăшать. Паянхи кун çак центрăн специалисчĕсем административлă регламентсене тĕпе хурса пысăк пахалăхлă пулăшу кÿме, хăйсен клиенчĕсене меллĕ условисемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем граждансене вăхăтлăх е яланлăх ĕçе вырнаçма, çĕнĕ професси илме е квалификацие ÿстерме пулăшаççĕ, вакансисен ярмăрккисем йĕркелеççĕ. Специалистсем кашни килекене ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, ниепле те ĕç тупайманнишĕн пăшăрханакан çынсене шанчăк парнелеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйсем тĕллĕн ĕç тупайман çитĕннĕ çынсем çеç мар, çул çитмен çамрăксем те ĕçе вырнаçма пултараççĕ.   Малалла вулас  Редакцирен çырăнтару  
Тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ

Тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ

Нумаях пулмасть «Асаново» ЯХПКра тракторсемпе прицепсен техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Хуçалăхсенчи техникăна хире кăлариччен кашни çулах çакăн пек тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников хуçалăхри тракторсене, вĕсен докуменчĕсене тĕрĕслерĕç, пушар сÿнтермелли хатĕрсем, аптечкăсем, авариллĕ чарăну паллисем, кусса каясран чаракан хатĕрсем пурри çине тимлĕх уйăрчĕç. Техосмотр ирттернĕ чухне тормоз тытăмĕн, техникăн çÿрекен пайĕн, руль управленийĕн юсавлăхне, кустăрмасемпе шинăсене, çутă приборĕсене тĕрĕслерĕç, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕпчерĕç. «Асаново» ЯХПК механизаторĕсем техника тĕрĕслевне тĕплĕн
Андриян Николаева лайăх пĕлнĕ

Андриян Николаева лайăх пĕлнĕ

Апрелĕн 12-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчешĕн паллă кун пулчĕ. 60 çул каялла этемлĕх историйĕнче пуçласа Юрий Гагарин космоса вĕçнĕ. «Восток» корабль Мускав вăхăчĕпе 9 сехет те 7 минутра Байконур космодромран старт илнĕ. Çын тĕнче уçлăхне парăнтарнă мăнаçлă, çĕнĕ самана пуçланнă. Çак кунсенче «Молодая гвардия» ушкăн ачисем Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Арсентий Семенович Кокорев ветеран патĕнче пулчĕç. Ачасен тĕп тĕллевĕ — ветеранăн асаилĕвĕсене итлесе çырса хурасси, çĕннине пĕлесси. Палăртса хăваратпăр: Арсентий Семенович тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕр Андриян Николаев пирки нумай каласа пама пултарать . Арсентий Семенович тĕнчери виççĕмĕш космонавта, чăвашăн чи маттур паттăрне çамрăкранпах пĕлет. — Ун пирки пĕлни çеç мар, пулас космонавт вĕçев училищинче вĕреннĕ чух «МиГ 15» вĕренÿ самолечĕн меха
Çирĕп çемье – чи пысăк пуянлăх

Çирĕп çемье – чи пысăк пуянлăх

Халăхра çакăн пек ĕненÿ пур — çĕр çинче икĕ шăпа пĕрлешсен тÿпере çĕнĕ çăлтăр çуталать. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевич Яндровсем çутнă çутă çăлтăр ачисен, мăнукĕсен, мăнмăнукĕсен çул-йĕрне çеç мар, тĕл пулса çемье çавăракан мĕн пур çыннăн пурнăç çулне çутатать. Вĕсен кил-çуртĕнче яланах тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланать. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнланса, çемье вучахне упраса пурăнакан мăшăр нумаях пулмасть бриллиант туйне паллă турĕ. 85 çулта пыракан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевичăн ачалăхĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне лекнĕ. Хура-шурпа йывăрлăхне сахал мар курнă ватăсем пурнăç хакне лайăх пĕлеççĕ, кашни çĕнĕ куншăн чĕререн савăнаççĕ. Раисăпа Виталий шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Хĕрпе каччă çулне çитсен, чĕрисем пĕр- пĕрин патне туртăнакан
Ĕненни хака ларать

Ĕненни хака ларать

Чылай çын ултав серепине лексе пиншер, миллионшар тенкĕ укçа çухатать. Кун пек тĕслĕхсем çĕршывра, республикăра, районта тăтăшах тĕл пулаççĕ. Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем те ултавçăсене çăмăллăнах укçа-тенкĕ куçарса параççĕ. Мĕншĕн эсир палламан, пĕлмен çынсене ĕненетĕр; Асăрхаттарни, тимлĕ пулма ыйтни кăлăхах. Ют çынсене ĕненни хака ларать. Çакна ултав серепине лекнисем лайăх пĕлеççĕ. Укçа-тенкĕсĕр тăрса юлсассăн вĕсем полици уйрăмне пулăшу ыйтма васкаççĕ. Анчах та кун пек чухне преступниксене тупма пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та тимлĕ пулни пахарах. Преступниксем чылай чухне кĕсье телефонĕ çине шăнкăравлаççĕ те хăйсемпе банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем тесе паллаштараççĕ. Банк карттинчен такам укçа вăрлама хăтланать е сирĕн ятпа кредит илнĕ тесе суяççĕ вĕсем. Ыйтăва татса
Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче маттур вĕренекенсем нумай. Вĕсенчен пĕри — 8-мĕш класра вĕренекен Дарья Краснова. Вăл Вутлан ялĕнче пурăнать. Кÿршĕ ялти шкула юлташĕсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Хĕр вĕренÿре — отличник. Уйрăмах вырăс, нимĕç тата акăлчан чĕлхисен предмечĕсене килĕштерет. Вĕренÿре маттур та пуçаруллăскере класра староста тивĕçĕсене пурнăçлама суйланă. Дарья пĕлĕвне ÿстерес тата тавракурăмне аталантарас тĕллевпе вĕренÿ кĕнекисемсĕр пуçне шкулти библиотекăран тăтăшах хушма литература илсе вулать. Калаçура хĕр калавсемпе повеçсем вулама юратнине пĕлтерчĕ. Çивĕч ăслă вĕренекен шкулти, районти, пĕтĕм Раççейри вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, математика, геометри предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса I тата II степеньлĕ дипломсемпе Хисеп грамотисене нумай çĕн
Юрă-ташăпа çывăх

Юрă-ташăпа çывăх

Районти ача-пăча искусство шкулĕн тĕрлĕ ялсенче филиалсем пур. Унта çÿрекенсем мĕн пĕчĕкренех илемлĕх тĕнчине туйма хăнăхаççĕ, юрă-ташăпа çывăхланаççĕ, сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ. 2002 çулта Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕ çумĕнче «Дуслык» фольклор ансамблĕ йĕркелерĕмĕр. Хамăр тăрăхри тутар халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине упраса хăварас, вĕсене малалла аталантаракансене хатĕрлес тĕллевпе пулчĕ çакă. Ачасем унта çÿреме хапăлласах килĕшни пире савăнтарчĕ. Унтан искусство шкулĕн филиалĕ те уçăлчĕ. Халĕ унта фольклор çеç мар, халăх ăсталăхĕн, ташă, хор, алă ĕçĕ уйрăмĕсем те пур. Паянхи кун филиала çÿрекенсен йышĕ 30 çынран та иртрĕ. Ачасемпе эпир тăтăшах занятисем ирттеретпĕр, районта йĕркелекен пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр. Вĕсем çитĕнсен ĕç-хĕлне чăн-чăн ис
Вăрман — пирĕн тус

Вăрман — пирĕн тус

Мартăн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен кунне паллă тăваççĕ. Çак уявăн тĕп тĕллевĕ — пирĕн планета çинче пурăнакансене вăрмансем çине тимлĕх уйăрма хистесси, вĕсене упрамалли çинчен аса илтересси. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем çак уява халалласа ирттернĕ мероприятисене активлăн хутшăнчĕç. Музыка учителĕ Е.В.Федотов 5—7-мĕш классенче ăс пухакансемпе уçă музыка занятийĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем вăрманпа çыхăннă юрăсене аса илчĕç, мĕншĕн çынсем вăрман çинчен юрăсем, сăвăсем çырни çинчен калаçрĕç. Математика учителĕ Н.В.Сереброва математикăпа тата экологипе «Вăрман арифметики» класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Е.Варламова вăрман ÿкерес енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелесе ÿнер вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Т.Г.Лапшина тата О.Г.Матвеева кĕçĕн классен

Кун йĕркинче – продукци, çул-йĕр, шыв-шур…

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ Олег Николаев районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Çавăн пекех ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов тата ыттисем те тĕрлĕ çивĕч ыйтусене вырăнта сÿтсе явас ĕçе активлăн хутшăнчĕç. Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Тав» ОООри пахча çимĕç типĕтекен цехăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. «Тав» ОООра çĕрулмине тата ытти пахча çимĕçе ятарлă инфрахĕрлĕ пайăркасемлĕ камерăра типĕтеççĕ. Чĕртаварăн 60 процентне вырăнти пахча çимĕç туса илекенсенчен туянаççĕ, 40 процентне кÿршĕ регионсенчен турттараççĕ. Организацин генеральнăй директор
Акана каярах юлса тухăпăр

Акана каярах юлса тухăпăр

Çулпа çул чăнласах та пĕр килмест иккен. Çакна кăçалхи çанталăк тÿрремĕнех çирĕплетрĕ. Хуçалăхсем çуракине кая юлса тухаççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çуркунне икĕ-виçĕ эрне кая юлса пырать. Енчен те иртнĕ çул ку вăхăтра хуçалăхсем кĕрхи культурăсене апатлантарнă пулсан, кăçал уй-хир хĕлĕн тарăн ыйхинчен вăранайман-ха. Тавралла юр выртать. Ку ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем пушă лараççĕ тенине пĕлтермест, паллах. Машинăпа трактор паркĕсенче тата кĕлет-ангарта хĕрÿ ĕç вĕрет. Механизаторсем хăйсене шанса панă «хурçă учĕсене» тата вĕсен çумне çаклатса ĕçлеттермелли агрегатсене тепĕр хутчен тĕрĕслесе хатĕррисен ретне лартаççĕ, бригада ĕçченĕсем вăрлăха акана тухиччен тасатса тирпейлеççĕ, кунсерен тенĕ пекех района удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем