Вăрман — пирĕн тус

Вăрман — пирĕн тус

Мартăн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен кунне паллă тăваççĕ. Çак уявăн тĕп тĕллевĕ — пирĕн планета çинче пурăнакансене вăрмансем çине тимлĕх уйăрма хистесси, вĕсене упрамалли çинчен аса илтересси.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем çак уява халалласа ирттернĕ мероприятисене активлăн хутшăнчĕç. Музыка учителĕ Е.В.Федотов 5—7-мĕш классенче ăс пухакансемпе уçă музыка занятийĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем вăрманпа çыхăннă юрăсене аса илчĕç, мĕншĕн çынсем вăрман çинчен юрăсем, сăвăсем çырни çинчен калаçрĕç.
Математика учителĕ Н.В.Сереброва математикăпа тата экологипе «Вăрман арифметики» класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Е.Варламова вăрман ÿкерес енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелесе ÿнер вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ.
Т.Г.Лапшина тата О.Г.Матвеева кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ «Вăрман — пирĕн тус!» литературăпа музыка композицийĕ пурне те килĕшрĕ. Ачасем Н.А.Некрасовăн, Р.Рождественскин, С.А.Есенинăн, Ф.Сологубăн тата ытти авторсен сăввисене вуларĕç, вăрман çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене, тупмалли юмахсене аса илчĕç. Çавăн пекех Чайковскин вăрмана халалланă композицине итлерĕç, «Пирĕн тăрăх» /сăвви — А.Грительцăн, кĕвви — Д.Кобалевскин/ юрра шăрантарчĕç.
1—4-мĕш классенче ăс пухакансем вăрман темипе ÿкерчĕксен куравĕ хатĕрленĕ.
Мероприятисене активлă хутшăннă ачасене тата учительсене шкул директорĕ И.А.Соловьева тата Комсомольскинчи участок лесничествин начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.В.Филиппов саламларĕç, Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
О.МАТВЕЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *