Çирĕп çемье – чи пысăк пуянлăх

Çирĕп çемье – чи пысăк пуянлăх

Халăхра çакăн пек ĕненÿ пур — çĕр çинче икĕ шăпа пĕрлешсен тÿпере çĕнĕ çăлтăр çуталать. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевич Яндровсем çутнă çутă çăлтăр ачисен, мăнукĕсен, мăнмăнукĕсен çул-йĕрне çеç мар, тĕл пулса çемье çавăракан мĕн пур çыннăн пурнăç çулне çутатать.
Вĕсен кил-çуртĕнче яланах тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланать. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнланса, çемье вучахне упраса пурăнакан мăшăр нумаях пулмасть бриллиант туйне паллă турĕ. 85 çулта пыракан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевичăн ачалăхĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне лекнĕ. Хура-шурпа йывăрлăхне сахал мар курнă ватăсем пурнăç хакне лайăх пĕлеççĕ, кашни çĕнĕ куншăн чĕререн савăнаççĕ.
Раисăпа Виталий шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Хĕрпе каччă çулне çитсен, чĕрисем пĕр- пĕрин патне туртăнаканскерсем, килĕштерсе çÿренĕ. Раиса савнине салтака ăсатса шанчăклă кĕтсе илнĕ. Виталий тăван яла таврăнсан çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăрнă.

Малалла вулас
.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *