Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче маттур вĕренекенсем нумай. Вĕсенчен пĕри — 8-мĕш класра вĕренекен Дарья Краснова.
Вăл Вутлан ялĕнче пурăнать. Кÿршĕ ялти шкула юлташĕсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Хĕр вĕренÿре — отличник. Уйрăмах вырăс, нимĕç тата акăлчан чĕлхисен предмечĕсене килĕштерет. Вĕренÿре маттур та пуçаруллăскере класра староста тивĕçĕсене пурнăçлама суйланă. Дарья пĕлĕвне ÿстерес тата тавракурăмне аталантарас тĕллевпе вĕренÿ кĕнекисемсĕр пуçне шкулти библиотекăран тăтăшах хушма литература илсе вулать. Калаçура хĕр калавсемпе повеçсем вулама юратнине пĕлтерчĕ.
Çивĕч ăслă вĕренекен шкулти, районти, пĕтĕм Раççейри вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, математика, геометри предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса I тата II степеньлĕ дипломсемпе Хисеп грамотисене нумай çĕнсе илнĕ.
Маттур çын пур енчен те пултаруллă пулать. Юрра-ташша ăста Дарья музыка инструменчĕпе вылякансен «Илем» ансамбльне, «Асамат» ташă ушкăнне çÿрет. «Илем» ушкăн çулсерен иртекен «Ача-пăча сасси», «Озорные наигрыши», «Черчен чечексем» конкурссене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.
Паллах, хĕрупраçăн алă ĕçĕ тума та пĕлмеллех. Пушă вăхăтра Дарья бисерпа ĕçлеме, шăтăкла йĕппе /крючок/ çыхма та ĕлкĕрет. Çак ĕçре ăна аппăшĕ пулăшать. Технологи урокĕсенче чăваш халăх çĕвви-тĕррине вĕренме те питĕ интереслĕ пулнине каласа пачĕ вăл.
«Пире тивĕçлĕ пĕлÿ парас ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн, яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн вĕрентекенсене тав тăватăп. Конкурссене хутшăнма хатĕрленнĕ тапхăрта уроксем хыççăн та юлаççĕ вĕсем вĕренекенсемпе. Эпĕ çĕнсе илнĕ кашни Хисеп грамоти, кашни Диплом вĕсен пархатарлă ĕçĕнчи çитĕнÿ, паллах», — тет Дарья педагогсене тав туса.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *