Конкурсра палăрнă

Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх служби ЧР Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурс ирттернĕ.
Унта муниципаллă районсемпе хуласен округĕсенчи пултаруллă 15 халăх дружинникĕ хутшăннă. Пирĕн район чысне О.И.Матроскина хÿтĕленĕ, конкурсра хăйне пур енĕпе те лайăх енчен кăтартнă. Районта дружина 2015 çултанпа ĕçлет. Вĕсем обществăлла йĕркелĕхе хÿтĕлес енĕпе пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. «Ольга Иосифовна пур енĕпе те хастар, спортпа туслă», — пĕлтерчĕ халăх дружинин начальникĕ М.А.Илларионова. О.И.Матроскинана малашне те ăнăçу сунар.
Г.ЮРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *