Четверг, 25 апреля

Ветерансем – виççĕмĕш

Ветерансем – виççĕмĕш

Нумаях пулмасть аслă ăрури çынсем «Спортивное долголетие» спартакиадăн наградисемшĕн тупăшнă. «Хастар» ФСКра иртнĕ ăмăртусене республикăри 16 муниципалитет спортсменĕсем хутшăннă. Çак йышра районти спорт ветеранĕсем те пулнă.
200 метр чупса Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Р.В.Сапожникова иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Хутăш эстафетăра Валерий Федорович Волков, Анатолий Клементьевич Давыдов, Владимир Михайлович Гаврилов, Татьяна Ивановна Волкова, Галина Михайловна Гаврилова, Тамара Анатольевна Перепелкина, Раиса Витальевна Сапожникова район чысне хÿтĕленĕ. Вĕсем хĕрÿ тупăшра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Çырава хутшăнмалла
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен Раççейре халăх çыравĕ иртет. Унта виçĕ майпа хутшăнма пулать. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен ноябрĕн 8-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче электронлă çырав хутне хăвăр тĕллĕн тултарма пултаратăр. Çыравçă килсен ăна çурт хуçалăхăн QR-кодне тата унта пурăнакансен цифра кодне çеç пĕлтермелле пулать. Октябрĕн 18-мĕшĕнчен ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыравçă сирĕн пата киле килсе ыйтасса кĕтме пултаратăр. Октябрĕн 18-мĕшĕнчен ноябрĕн 14-мĕшĕччен хăвăрăнах çырав участокне пыма май пур.
Çыравçă пуçтарнă информаци çĕршыв аталанăвне нумай çулсем валли планлас тĕлĕшпе палăртнă ĕçсене пурнăçлама кирлĕ. Çавăнпа Пĕтĕм Раççейри çырава пурин те хутшăнма тăрăшмалла.
Н.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *