Суббота, 20 апреля

Букет вырăнне — вăрман

Букет вырăнне — вăрман

Вĕрентекенсен кунĕнче ачасем юратнă учителĕсене чечек çыххисем парнелеççĕ. Хулара хаклă букетсем туянаççĕ. Чечексем хăвăрт шанаççĕ, асра нимĕнех те юлмасть. ЭКА юхăмăн директорĕ Е.Горохова ачасене «Букет вырăнне — вăрман» акцие хутшăнма чĕнет. Хăвăр килĕштерекен вĕрентекен валли кашни пĕрер йывăç лартсан та пĕчĕк вăрман пулать.
ЭКА юхăмăн «Вăрман ларт» проекчĕ 2015 çултанпа ĕçлет. 6 çул хушшинче 42 регионти волонтерсем 1,5 миллион тĕп йывăç лартнă. Ял ачисен те ку пархатарлă ĕçе хутшăнма май пур.
Ю.МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *