Понедельник, 6 мая

Пушар сÿнтерекенсем – иккĕмĕш

Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушарниксен обществин республикăри уйрăмĕн тĕп офисĕнче «Чи лайăх ирĕклĕ пушар хăрушсăрлăхĕн команди» тата «Чи лайăх ирĕклĕ пушар сÿнтерекен» смотр-конкурссене пĕтĕмлетнĕ.
Коронавируса пула кăçал ăна куçăмсăр майпа ирттернĕ. Республикăри тĕрлĕ районсенчен конкурса хутшăнма 10 заявка пулнă. «Чи лайăх ирĕклĕ пушар команди» конкурсра районти Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар сÿнтерекенсен команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне «Чи лайăх ирĕклĕ пушар сÿнтерекен» смотр-конкурсра Нĕркеçре пурăнакан Николай Яковлев иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Каласа хăвармалла, уйрăмах патшалăх пушар чаçĕсенчен инçетре вырнаçнă ялсенче вут-çулăмпа кĕрешнĕ чухне ирĕклĕ пушар хăрушсăрлăх командисем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пушар тухнă вырăна чи малтан çитеççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *