Пятница, 19 апреля

Пăрлак çул инкеклĕ

Пăрлак çул инкеклĕ

Хĕллехи вăхăтра çанталăк хăвăрт ылмашăннă чухне çулсем пăрланни час-часах пулать. Çакă вара машинăпа çула тухакансемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, хĕлле урамра ÿксе аманнă тĕслĕхсем нумай. Çынсем шуса ÿксе ура е алă сиктереççĕ, хуçаççĕ, пуç мимине кисрентереççĕ тата ытти те.

Çавăнпа та шуçлак çулпа пынă чухне асăрхануллă пулмалла, çак правилăсене пăхăнмалла:
— урамра пăрлак чухне çÿллĕ кĕлеллĕ атăсем тăхăнмалла мар;
— пăрлă вырăнта урасене шутарарах, пĕчĕк утăмсемпе пымалла;
— ура айне тимлĕн пăхса, майĕпен утмалла;
— вăрăм пальтопа çÿретĕр пулсан, пăрлă вырăнпа пынă чухне унăн аркисене кăшт çĕклемелле.
Ура шуса кайса ÿкме пуçласан мышцăсене хытарма, аяк çинелле ÿкме тăрăшăр. Çакă çурăм шăммине хуçасран асăрханма пулăшать. Малалла ÿкнĕ чухне алăсене тăсмалла мар, пачах тепĕр май — чавсасене çума чăмăртамалла. Шуçлак картлашкасем çинче шуса кайрăр пулсан, питпе пуçа алăсемпе хуплама тăрăшмалла. Çак ансат правилăсене пăхăнни ÿкнĕ чухне хытă аманассинчен упранма пулăшать.
Çавăн пекех асра тытăр: хĕллехи вăхăтра çуртсем çумĕпе çÿрессинчен асăрханмалла. Унсăрăн пÿрт тăрринчен ăнсăрт- ран пăр катăкĕ е юр чăмакки сирĕн çине персе анма пултарать. Асăрханса çÿрĕр, пăрлак çул çинче ан васкăр.
Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *