Пятница, 26 апреля

Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрĕнче йĕркеленĕ Чăваш Енри муниципалитетсенчи, Тутарстанри тата Оренбург облаçĕнчи «Чăваш тумтирĕн азбуки» тĕпчевпе пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 4—10 çулсенчи 320 ача хутшăннă.
Конкурсра пирĕн районти шкул çулне çитмен ачасем тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Вĕсем: «Радуга» ача садне çÿрекен Давид Павлов — «Капăрлатун чи хитре ÿкерчĕкĕ» номинацире, Надежда Матросова — «Юманпа Чĕкеçĕн тумĕсен чи хитре ÿкерчĕкĕ» номинацире тата «Рябинушка» ача сачĕн воспитанникĕсем Юлия Боровковăпа Ева Никифорова — «Асанне арчинчи япалан чи хитре ÿкерчĕкĕ» номинацире.
Çамрăк çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *