Воскресенье, 5 мая

Усал чире хирĕç

Усал чире хирĕç

СПИДа пĕрремĕш хут 1981 çулта Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче тупса палăртнă пулсан, паян вăл пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă. Чиртен вилнĕ çынсен шучĕ тĕнчере 25 миллионран та иртнĕ. Вирус ертсе пурăнакансем вара — 40 миллион. Вĕсен пурин те СПИД тапхăрĕ пуçланас хăрушлăх пур. Раççейре кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 528 пин çын ытла ВИЧ инфекципе чирленĕ. Çур çулта 14865 çын çак чире пула пурнăçран уйрăлнă. Ытларах ВИЧ инфекцийĕ Раççейри çак регионсенче сарăлнă: Кемĕр, Иркутск, Свердловск, Оренбург, Самар, Челябинск, Новосибирск облаçĕсенче. Çав шутрах Ханты-Манси автономи округĕнче, Тюмень тата Ленинград облаçĕсенче те лару-тăру йывăр.
«Спида тата ерекен чирсене асăрхаттаракан тата вĕсемпе кĕрешекен республика центрĕн» кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре паянхи кун асăннă инфекципе чирлĕ 2784 çын пурăнать. Çав шутра 210 тĕслĕхе кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче пĕрремĕш хут тупса палăртнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта кун пек тĕслĕхсем 192 пулнă. Пурĕ ВИЧ-инфекциллĕ çынсене регистрацилеме пуçланăранпа Чăваш Енре 3705 чирлĕ çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 1196-шĕ пурнăçран уйрăлнă. Республикăра инфекципе чирлисем ытларах Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне, Шăмăршă районĕсенче. Комсомольски районĕнче кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне ВИЧ инфекциллĕ 23 çын пурăнать. Вĕсенчен 3-шне кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче тупса палăртнă.
СПИД — иммунитет дефицитне палăртакан синдром, çакă организм текех инфекци тата шыçă чирĕсемпе кĕрешме пултарайманни çинчен калать. СПИД сăлтавĕ — ВИЧ, вăл организмри тĕрлĕ клеткăна сиен кÿрет, иммун системине хавшатать. ВИЧ лексе СПИДа куçиччен 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен иртме пултарать. СПИД аталанса çитиччен çын хăйне лайăх туять, сывă курăнать, вирус лекни çинчен пĕлмесен те пултарать.
Инфекци лекнĕ çын /хăш вăхăтра ернине пăхмасăр/ ыттисене çăмăллăнах чирлеттерме пултарать. ВИЧ юнра, спермăра тата кăкăр сĕтĕнче упранать. Çавăнпа та инфекци ар çыхăнăвĕ урлă, пĕр шприцпа усă курсан, кăкăр ĕмĕртнĕ чухне амăшĕнчен ачине куçма пултарать.
ВИЧ чуп тусан, алă тытсан, бассейна е мунчана пĕрле çÿресен, апат тата савăт-сапа урлă сывă çынна ермест. Çак инфекцие хурт-кăпшанкă та сараймасть, вăл сывлăш урлă та куçма пултараймасть.
Иккĕленÿ туйăмĕ хăçан çуралма пултарать-ха: енчен те сирĕн практикăра сыхланман ар çыхăнăвĕ пулнă пулсан /презервативсăр/, наркотик инъекцийĕ тусан, «таса мар» инструментсемпе ÿт çинче пирсинг тутарттарсан е тату ÿкерттерсен.
СПИДран сыхланас тесен çакна пĕлмелле: ар çыхăнăвĕ валли яланах пĕр партнер пулмалла. Наркотиксемпе ашкăнмалла мар. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнмалла.
Хăвăр сыхланмасан СПИДран сире никам та сыхласа хăвараймĕ. Енчен те сирĕн иккĕленÿ туйăмĕ çуралчĕ пулсан районти тĕп больницăра инфекционист патĕнче, çавăн пекех тĕп хуламăрта «Спида тата ерекен чирсене асăрхаттаракан тата вĕсемпе кĕрешекен республика центрĕнче» ?Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 32А çурт/ анонимлă майпа тĕрĕсленме пултаратăр. Çак сайт çине те http: //ww.rc-spid.med.cap.ru ыйту çырма пултаратăр.
Н.КАЛАШНИКОВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *