Вторник, 16 апреля

Чунпа чăлах пулас марччĕ

Чунпа чăлах пулас марччĕ

Пирĕн хушăмăрта тĕрлĕ шăпаллă çынсем пур. Шел пулин те, кашнинех пурнăç савăнăçне туллин курма-туйма пÿрмен çав. Пĕрисем курмаççĕ, теприсем илтмеççĕ, утайманнисем, калаçайманнисем, психика пăсăлнисем тата ыттисем те пур. Хăш-пĕрисем çапла çуралнă, иккĕмĕшсем вара пĕр-пĕр чире е инкеке лекнипе, е сывлăхне упраманнине пула сусăра тухаççĕ. Мирлĕ саманари пĕр-пĕр вĕри точкăри çапăçусене хутшăннă салтаксем хушшинче те чунпа та, кĕлеткерен те аманнисем йышлă. Унашкаллисене ахаль условисене хăнăхма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пĕртте ансат мар. Статистика тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере пурăнакансен 15 проценчĕ е пĕр миллиард ытла çын — инвалид, Раççейре вара — 12 миллиона яхăн. Чăваш Енре те вăл е ку ушкăнри инвалидлăха илнисем 81 пине яхăн. Пирĕн районта та кун пек çынсем пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ те. Чи пăшăрхантараканни — сусăр ачасем йышли, çĕр çинче вĕсен шучĕ 100 миллионпа танлашать.
Анлă общественноçа асăннă çынсен проблемисем çине тимлĕх уйăрттарас, вĕсен тивĕçлĕхне, прависене хÿтĕлеме, общество пурнăçне хутшăнма майсем туса парас тĕллевпе 1992 çулта ООН Генеральнăй ассамблейи декабрĕн 3-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ тесе йышăннă. Ку куна уяв теме ниепле чĕлхе çаврăнмасть, мĕншĕн тесен сусăрлăх пач та савăнмалли сăлтав мар. Вĕсене пурăнма ыттисенчен темиçе хут йывăртарах. Хăйсем çеç мар, çемйинчи çынсем те пĕрле нушаланаççĕ, чирлĕскерсене пăхаççĕ, вĕсен куçĕ, алли-ури, хăлхи вырăнне пулаççĕ, ыратăвне çурмаран пайлаççĕ. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, тÿ- сĕмлĕх кирлĕ-çке çакна валли.
Ыркăмăллăх, вăйсăр çын хуйхине чĕре патне илни, пулăшу пани — çак хаклăхсем этемĕн чунлăхне, çынлăхне палăртаççĕ. Шел те, ку енсем кашнинче аталанман çав, чурăс чĕреллисемшĕн юнашарти сывлăхсăр çыннăн нушине асăрхаманçи тăвасси, кÿрентересси те ним мар. Çапах инвалидсене чăннипех паттăрсем тесе калас килет — вĕсем нăйкăшмаççĕ, пурнăçа çав тери юратаççĕ, çавăнпах куççульне çăтса, шăлне çыртса умĕнчи йывăрлăхсене куллен-кун парăнтарса малалла пăхаççĕ.
Пĕррехинче пурнăçăмра ансат мар лару-тăру сиксе тухнăччĕ. Пĕтĕм шухăш çавăн тавра çаврăнатчĕ. Çавнашкал кунсенчен пĕринче тăванăм çĕнĕ çурта куçнине паллă тунă çĕре кайма тÿр килчĕ. Пурте юрлаççĕ-ташлаççĕ, савăнаççĕ. Хуçăк кăмăлăмпа çак пурнăç уявĕнче хама ытлашши пек туйса илтĕм. Тахăш самантра мана хирĕçле инвалид коляскипе вăтам çулсенчи арçын пырса ларчĕ. Унăн икĕ урине чĕркуççи таран татнине курсан чĕрем шар çурăлчĕ. Çакскер аллине хуткупăс илчĕ те ташă çемми шăрантарма пикенчĕ. Купăс каласа такмаклать, кĕлеткипе авкаланать, пичĕ çинче сапăр кулă. Пĕтĕм ыратăвне манса çынпа пĕрле чунтан савăнать. Çакна сăнанă май намăс пулса кайрĕ. «Мĕн хăтланатăп эпĕ, манăн пурте тĕрĕс-тĕкел, ку йывăрлăх вăхăтлăх, иртет вăл!» тесе хама ăшра ятласа илтĕм те ташă картине ярса пусрăм… Хуткупăслă арçын мана çапла майпа тĕслĕх кăтартрĕ, чи хакли пурнăç, унăн кашни саманчĕ иккенне ăнлантарчĕ, урок пачĕ, пуçа усмасăр малалла утма вĕрентрĕ.
Тĕнчере, пирĕн çĕршывра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисен пурнăçне çăмăллăх кÿрес тĕллевпе тĕрлĕ саккунсем йышăннă, «Доступная среда» программа пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн, пĕтĕм учреждение, лавккасене кĕме пандуссем туса параççĕ, машинисене лартма ятарлă вырăнсем уйăраççĕ. Хулари транспорта коляскăпа кĕмелли условисем пур, тротуарсене айлăмлă тăваççĕ тата ытти те. Инвалидсен обществăлла организацийĕсене йĕркеленĕ, анчах пандеми условийĕ- сенче вĕсен ĕç-хĕлĕ вăйсăрланчĕ. Чăн та, юлашки çулсенче сусăрсен хăйсем пек нушаллă çынсемпе Интернет урлă паллашса хутшăнма май пур. Çапах инвалидсем тулли пурнăçпа пурăнма пултарччăр тесен çакă çителĕксĕртерех. Нумай чухне вĕсем хăйсен нушипе пĕччене-пĕччен тăрса юлаççĕ, тăватă стена хушшинче кун кунлаççĕ. Сусăр çыншăн урама тухасси те кăткăс, вĕренме, ĕçлеме, медицина пулăшăвĕ илме хăтлă условисем туса çитернĕ тесе те калаймăн. Рецептпа памалли тÿлевсĕр эмеле те тепĕр чухне аптекăсенче тупса илме хĕн, пĕчĕк пособи шутĕнченех аналогĕсене туянма тивет. Асăннă çитменлĕхсене пăхмасăрах, сывлăх енчен хавшаккисем вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ, çемье çавăраççĕ, ача-пăча та ÿстереççĕ. Йывăрлăхсем вĕсен характерне çапла туптанă.
Раççейре инвалидсен 26 ытла проценчĕ ĕçлет /905 пине яхăн/. Наукăра, бизнесра, искусствăра, художествăлла пултарулăхра палăрнисем, спортра пысăк çитĕнÿ тунисем те пур. Акă, Алексей Маресьевăн ятне пирĕн çĕршывра пĕлмен çын çук. Икĕ урине ампутациленине пăхмасăрах летчик авиацие таврăннă, протез лартса панă хыççăн çĕнĕрен штурвал умне ларса тÿпене çĕкленнĕ. Николай Островский çыравçă 36 çултах суккăрланнă, çурăм шăммин чирне пула çÿреймен. «Хурçă епле шăраннă» романне вăл вырăнпа выртса тăрса пулăшаканне каласа çыртарса пĕтернĕ. Чăваш сăвăçи Альпăрт Канаш та 17-рех хĕне кайнă, апла пулин те каччă сăвăсем шăрçаланă, писательсен союзĕн хастар членĕ пулнă. Ача чухне скарлатинăпа чирленине пула Константин Циолковскин хăлхи илтмен. Анчах çакă ăна космос ракетине ăсласа кăларма, тĕнчипе паллă ученăй пулса тăма чăрмав пулман. Пирĕн вăхăтра та кунашкал паттăрсем пур. Акă, алăсăр-урасăр çуралнă Ник Вуйчич австралиец — оратор, меценат тата писатель. Паралимпиецсен теветкеллĕхĕнчен, ăнтăлăвĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Чир-чĕрне пăхмасăр ăмăртусене хутшăнаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ.
Килтен тухса çÿреймен ентешсем хушшинче те хăйсене çăмăлрах туйнă чухне алĕç тытакан чылай. Сусăр пулин те, çывăх çыннисене епле те пулин усă кÿресшĕн, тахçанхи шухăш-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртесшĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Журналистикăра ĕçлеме пуçланăранпа çавнашкал нумай ĕçченпе тĕл пулнă, ăсталăхĕнчен, кăмăл çирĕплĕхĕнчен тĕлĕннĕ, ĕçĕсене курса савăннă. Хĕр-хĕрарăмсем темĕн те çыхаççĕ, çĕлеççĕ, тĕрлеççĕ. Арçынсем сехет юсаççĕ, йывăçран, тимĕртен, тăмран кĕлеткесем ăсталаççĕ, пулла çÿреççĕ. Вырăссем «самая главная победа — победа над собой» тесе ахальтен каламан. Сывлăхлă çынсем вара хăйсен ÿркевне çĕнтереймесĕр нумай чухне диван çумĕнчен хăпайманни сахал-и?
Сăмахăма пĕтĕмлетсе ман çакна калас килет. Чир-чĕре никам та ыйтса илмест, ыран пирĕнпе мĕн пуласса пĕлсе тăма май çук. Сывлăхĕ хавшак çынсене пирĕн хĕрхенÿ кирлĕ мар. Вĕсемшĕн хăйсен ирĕкĕсемпе прависене хÿтĕлени, тивĕçлĕхне хисеплени, ырă сăмах калани, ăшпиллĕх парнелени хаклăрах. Сывлăхпа çирĕпписен тивĕçĕ — вăйсăррисене, шăпа кÿрентернисене тимлĕх уйăрасси, сăмахпа та, ĕçпе те пулăшасси. Чунпа чăлах пулас мар, инкекре алă тăсса парар.
Л.ШУРЯШКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *