Четверг, 25 апреля

Йывăрлăха парăнман хĕрарăм

Йывăрлăха парăнман хĕрарăм

Нумаях пулмасть ял çыннисен тĕп профессийĕсем дояркăпа механизатор пулнă. Шăпах вĕсен ĕçĕнчен ял хуçалăхĕн пуласлăхĕ килнĕ, мĕншĕн тесен туса илекен сĕт, аш-какай тата çăкăр тĕп апат-çимĕçсем шутланнă.
Манăн паян çамрăк чухне дояркăра ĕçленĕ Александра Дмитриевна Албутова çинчен каласа парас килет. Вăл 1937 çулта Йăлмахва ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Агрепина Егоровнăпа Дмитрий Сергеевич Мироновсем, 3 ачана кун çути панă. Шура çемьере иккĕмĕш ача пулнă.
Хаяр вăрçă пуçлансан ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Шура ун чухне 5 çулта çеç пулнă. Ашшĕ-не япăх астăвать вăл. «Вăрçа кайнă чухне ыталаса чуп туни çеç паянхи кун та куç умĕнче», — аса илет Александра Дмитриевна. Ашшĕ, Дмитрий Сергеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕсенчех хыпарсăр çухалнă салтаксен шутне кĕнĕ. Амăшĕн аллинче виçĕ ача юлнă. Тăлăх ачасем выçлăха та, сивве те — пурне те чăтса ирттернĕ, çамрăклах пурнăç нушисене курнă.
Шура вăрçă хыççăнхи çулсенче Хирти Мăнтăр ялĕнчи шкулта 7 класс пĕтернĕ. 17 çул тултарсан тăван ялти фермăра вăй хума пуçланă. Малтанхи вăхăтра дояркăра ĕçленĕ, уяв кунĕсенче те ĕçе васканă. Доярка ĕçне çăмăл теме çук, ĕç кунĕ ирпе 4-5 сехетре пуçланать те каçа юлса вĕçленет. Çав çулсенче сăвакан аппаратсем çинчен илтмен те, пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Ĕне сума кăна мар, апатне те валеçсе памалла пулнă, ĕнесен тислĕкне те пуçтарса тасатнă, пăрусене сĕт ĕçтернĕ. Александра тăрăшса ĕçленĕ, çавăнпа яланах малтисен ретĕнче пулнă, хăй çине илнĕ тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă.
Каярах çамрăк хĕре фермăри сыснасене пăхма шаннă. Йывăр пулнă, анчах та ĕçе йĕркелесе пыма пултарнă Александра Дмитриевна. «Çамрăкчĕ эпĕ, вăй-халăм çителĕклĕ, нимĕнле ĕç те хăратмастчĕ, йывăрлăхсене чăтса ирттерме пĕлнĕ. Сыснасем çăвăрланă чухне çĕрĕпе фермăра сыхласа ларни те пулнă, çапах шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă. Çурасем тĕрĕс-тĕ-кел ÿсчĕр тесе тăрăшнă», — аса илчĕ хĕрарăм. Вăл ÿстернĕ сывлăхлă, нăçтăркка сысна çурисемпе ял халăхне те тивĕç- тернĕ.
1965 çулта Александра Дмитриевна Мироновăпа Йăлмахва каччи Петр Александрович Албутов мăшăрланаççĕ. Вĕсен çемйинче 4 ача çуралать. 1977 çулта упăшки вăхăтсăр çĕре кĕрет, 40 çулти хĕрарăм тăватă ачапа тăрса юлать. Пурнăçри мĕнпур йывăрлăхсене кая хăварса малалла çирĕп утăмсемпе утать, ачасене ура çине тăратать.
42 çул хушши тăван колхозри фермăра ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ Шуркка аппа. Нумай çул хушши выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пĕрле ĕçленĕ çынсем çинчен вăл ырă сăмахпа çеç аса илет. Тÿрĕ кăмăлпа, нумай çул ĕçленĕшĕн, пысăк кăтартусемшĕн тата плана ирттерсе тултарнăшăн Александра Албутовăна КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе чысланă /1987 ç./. «Знамя» колхозран панă Хисеп грамотисем те чылай унăн, «Ĕç ветеранĕ» ята та илме тивĕç пулнă вăл.
Халĕ Шуркка аппа пĕчченех пурăнать. Унăн 7 мăнук, 7 мăнмăнук. Вĕсем ватă кинемее манмаççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ. «Аслă хĕрĕм Надежда кашни кунах темиçе те килсе каять, пулăшать, мĕн кирлипе пуринпе те тивĕçтерет», — савăнса каларĕ А.Д.Албутова.
Январĕн 1-мĕшĕнче Александра Дмитриевна 85 çул тултарчĕ. Эпир ăна çак сумлă юбилейпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *