Четверг, 18 апреля

Тимлĕ пулни пурлăха упрать

Тимлĕ пулни пурлăха упрать

Юлашки вăхăтра преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышлансах пыни пăшăрхантарать. Шел пулин те, ют çынна çăмăллăн ĕненекенсем ултав серепине наччасрах лекеççĕ.
Преступниксемшĕн чи лайăх мел — Интернетри сайтсенчи страницăсем çине тавар сутасси пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарни. Вĕсем тавар туянакана укçа-тенкĕпе маларах татăлма сĕнсе ăна карттă çине куçарма ыйтаççĕ, каярах хăйсем те, вĕсемпе пĕрле страницисем те çухалаççĕ.
Халăха яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шанчăксăр сутуçăсемпе, палламан çынсемпе ан çыхланăр, укçа-тенкĕпе тавара илсен анчах татăлма тăрăшăр. Банк карттин номерне, вăрттăн кодне е ытти информацие никама та ан пĕлтерĕр.
Асра тытăр, телефон урлă шăнкăравлаканпа уйрăмах асăрхануллă пулмалла, карттăпа çыхăннă ыйтусене банка пырса унти специалистсемпе калаçса анчах татса памалла.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *