Асăну хăми уçрĕç

Асăну хăми уçрĕç

Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче январĕн 18-мĕшĕнче «Заветы Ильича» колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă И.И.Чернова халалласа «Асăну каçĕ» иртнĕ.
Пурăннă пулсан çак кун унăн 90 çул тултармаллаччĕ. Ял-йыш, пĕрле ĕçленисем ăна манса каймаççĕ. Çакна сцена çине тухса калаçакансен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Лукиянов, вырăнти ветерансен совечĕн председателĕ В.Николаев, И.Черновпа пĕр вăхăталла районти тĕрлĕ хуçалăхсене ертсе пынă Г.Волков, Г.Апраков, парти райкомĕнче тата чылай çул районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп аграномĕнче тăрăшнă И.Минетуллин пултаруллă ертÿçĕ пирки аса илсе нумай ырă сăмахсем каларĕç. Иван Иосифовичăн ывăлĕн, Евгений Ивановичăн, аса илĕвĕсене те пуçтарăннисем интересленсех итлерĕç. Район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Селиванов чăннипех те ял çыннисем хăйсен мухтавлă ентешĕпе хăпартланма пултарнине палăртрĕç.
Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» тата ачасен «Тевет» фольклор ушкăнĕсем асăну каçне килнисене юрă-ташă парнелерĕç. Пуçтарăннисем фойере И.И.Чернов çинчен каласа паракан стендпа, вăл ĕçленĕ çулсенче сăнланса юлнă ÿкерчĕксемпе паллашрĕç. Савăнăçлă лару-тăрура Иван Иосифович нумай çул ĕçленĕ вырăнта, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн правленийĕн çурчĕн стени çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçрĕç. Хăй вилнĕ пулсан та унăн ĕçĕсем пурăнаççĕ. Çак туйăмпа саланчĕç асăну кунне килнисем.
Е.ШУРЯШКИНА,
Т.МАКАРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *