Ятарлă вырăнсенче шыва кĕрĕр

Ятарлă вырăнсенче шыва кĕрĕр

Ыран, январĕн19-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Паян, Кăшарни умĕн, чиркĕве çÿрекенсем кунĕпех типĕ тытаççĕ, каçхине вара вăй-хăват çитерекенсем сăвапланă ваксенче шыва кĕреççĕ.
Тĕн уявĕн ырă йăлине малалла тăсса районти тăватă ялта çынсене шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ. Иртнĕ çул халăх вăйĕпе Хирти Сĕнтĕрте туса лартнă Георгий Победоносец ячĕпе хисепленекен чиркÿ купелĕнче çынсем уяв ячĕпе пĕрремĕш хут шыва кĕреççĕ. Çавăн пекех Александровка, Асанкасси, Тукай ялĕсенчи ятарлă вырăнсенче те çынсем чÿхенсе тухма пултараççĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин пĕлтернĕ тăрăх вĕсенче пуринче те йĕрке хуралĕн, медицина службин сотрудникĕсем дежурствăра тăрĕç. Çакна та асăхаттарса хăвармалла: ятарлă ирĕк илмен ваксенче шыва кĕме юрамасть!

А.АНТОНОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *