Общество

Ĕçĕпе хисепе тивĕç

Йăлмахва ялĕнчи чи ватă çынсенчен пĕри вăл. Мĕн ачаран колхозра ĕçлеме пуçланă та, ĕмĕр тăршшĕпех унта тăрăшнă. Кăçал Василий Иванович Анисимов 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ те, урамра чун каниччен чупса çӳресе выляма та май пулманĕ 9—10 çулхи ачасем валли те ĕç нумай пулнă. Вăрçă вĕçленнĕ тĕле 13 çул тултарнă арçын ачан колхозри чылай çĕрте тăрăшма тивнĕ. Вăл çакăншăн «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăл автомашина водителĕ пулма вĕренет. Ун хыççăн Василий Ивановичăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван «Знамя» колхозпа çыхăнать. Вăл ĕçленĕ çулсенче хуçалăхра  автомашинăсем нумаях пулман. Çавăнпа та водительсем валли çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕç тупăнсах тăнă. Уйрăмах вырма

Ульяновск облаçĕн делегацийĕ  – районта

 Августăн 17—18-мĕшĕсенче Чăваш республикинче Ульяновск облаçĕн делегацийĕ ĕçлĕ визитпа пулнă. Вĕсем ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов ертсе пынипе пирĕн тăрăхри чылай предприятипе организацие çитсе курнă, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă. Пирĕн районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕ те вĕсене интереслентернĕ. Кунта компактлă тата комплекслă çурт-йĕр тăвас енĕпе проектсем мĕнле пурнăçланнине делегаци Урмаелĕнчи Мир урамне çитсе хăйсен куçĕсемпе курса хакланăĕ 2018—2020 çулсенче  Мир тата Дружба çĕнĕ урамсене хăтлăх кĕртес, çутçанталăк газĕпе, электроэнергипе, шывпа тивĕçтерес, автомобиль çулĕ сарас тĕлĕшпе 42,15 миллион тенкĕ укçа-тенкĕпе усă курнă. Районта ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕнĕ урамсенче çӳлерех асăннă ĕçсене пурнăçлама тата 5 проект хатĕрленĕ. Чĕчкенти Солнечная урамра

Пĕтĕмпех – ачасемшĕн

Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Пĕлӳ çурчĕсене комисси пăхса тухрĕ ĕнтĕ. Часах шкул автобусĕсене те тĕрĕслĕç. Ачасене турттармалли транспорт хатĕрĕн пур енчен те юсавлă пулмалла, саккун ыйтнисене пăхăнмалла. Кăçал районта 2700 вĕренекене 14 шкул автобусĕ турттарĕ. Пурне те ГЛОНАССпа, тахографсемпе тата маячоксемпе тивĕçтернĕ. Юлашки 5 çул хушшинче республикăри вĕренӳ организацийĕсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшӳллĕн 220 ытла шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ. Чăннипех те ырă пулăм. Куллен рейса тухакан транспорт шанчăклă та юсавлă пулмалла. Республика бюджетĕнче кăçалхи çула валли çакнашкал транспорт туянма 35 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче  Чăваш Ене 37 çĕнĕ автобус килнĕ. 31-шне федераци, 6-шне республика бюджетĕнчен уйă

Ҫӗр ӗҫченӗ тăрăшать, уй-хир, тухăҫпа савăнтарать

Ҫак кунсенче «Рассвет» ЯХПКна ҫитсе хуҫалӑхӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр, уя тухса вӗҫӗ-хӗррисӗр курӑнакан тырӑ пуссисемпе килентӗмӗр. Сергей Филиппов агроном хирти ӗҫсем мӗнлерех пынипе паллаштарчӗ. Вӑл, ӗҫченсемпе пӗрле тухӑҫлӑ тӗш-тырӑ пултӑр тесе ирӗн-каҫӑн тӑрӑшать. Хуҫалӑх кӑҫал пурӗ 420 гектар ҫинче тыр-пул ҫитӗнтернӗ. Халӗ ӑшӑ ҫилпе хумханса ларакан «сарӑ ылтӑн» тинӗсӗнче уй-хир карапӗсем мӑнаҫлӑн «ишеҫҫӗ». — Вырмана эпир августӑн 7-мӗшӗнче тухрӑмӑр. Паянхи кун тӗлне пурӗ 240 гектар ҫинчи тырра пуҫтарса кӗртнӗ, ҫав шутра 146 гектар — кӗрхи тулӑ, 30 гектар — пӑрҫа, 64 гектар — урпа. Кӑтартусене пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал тухӑҫ икӗ хута яхӑн ытларах. Ҫанӑ тавӑрса ӗҫлетпӗр, лайӑх тыр-пула вӑхӑтра пуҫтарса кӗртни паха, — паллаштарать лару-тӑрупа хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Афанасьев. Икӗ к

Ĕçсем тăваççĕ, проектсене пурнăçлама тăрăшаççĕ

Августăн 17-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пысăк канашлу пулса иртрĕ. Унта районăн кăçалхи çур çулти социаллă-экономикăлла ĕçĕ-хĕлне пăхса тухса пĕтĕмлетрĕç. Район çыннисемпе тĕл пулса калаçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Г.Степанов, вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Д.А.Захаров, физкультурăпа спорт министрĕ В.В.Петров, ĕç тата социаллă хӳтĕлев министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Л.Г.Арсентьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов килсе çитнĕ. — Канашлу ĕçне калаçу евĕрлĕ йĕркелĕпĕр. Эсир хăвăра интереслентерекен ыйтусене парăр, эпир вĕсене хуравлăпăр, — терĕ  В.Степанов хăй сăмахне пуçланă май. Малалла вăл республикăра, çав шутра пирĕн районта та халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен «Сывлăх», «Демографи», «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш

«Ылтăн» хурт ĕçчен çынна кăмăллать

Çуллахи кун çут çанталăк пур çĕрте те хитре. Тӳпере тăри юрлать. Шăнкăртатса шыв юхать. Тырă пуссисем çилпе илемлĕн чӳхенеççĕ. Хĕвеллĕ кун пыл хурчĕсем те чечек çинчен чечек çине вĕçеççĕ. Çĕр çинче кашни чĕрĕ чун ĕçлĕ. Айккинчен кирек хăшне те пăхса тăма кăмăллă. Сăнама пĕлсен пушшех те. Пыл хурчĕсенчен ĕçченреххи пур-ши çĕр çинче? Мĕн чухлĕ тăрăшмалла-çке вĕсен вĕллесене пылпа тултарма. Çавăн пекех çак хурт-хăмăра пăхакансен те ырми-канми вăй хумалла. Тухăç мĕн чухлĕ пулни тата унăн пахалăхĕ вĕсенчен те нумай килет. Августăн 16-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Пыл уявĕ» фестиваль иртрĕ. Тĕрлĕ ялсенчен хурт-хăмăрçăсем пуçтарăнса пĕр-пĕринпе кирлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç, паха продукципе паллаштарчĕç. Курма килнĕ çынсем «сарă ылтăна» тутанса пăхрĕç, хăйсен кăмăлне кайнă пыла туянчĕç. Уява

Пĕрле пуçтарăнчĕç, чечек çыххисем хучĕç

Салтак пăттине çинĕ вăхăтсем çулсем иртсен те манăçмаççĕ. Вăл е ку çарта службăра пулнисем хăйсен пĕрлешĕвĕсене йĕркелеççĕ, паллă кунсенче пĕрле тĕл пулма тăрăшаççĕ. Августăн 12-мĕшĕнче, Сывлăш çарĕсен кунĕнче, ветерансен тĕлпулăвĕ иртрĕ. Пирĕн районта çуралса ӳснĕ, пурăнакансем хушшинче самолетсем çинче летчик пулса вĕçнисем нумайăнах мар пулсан та, çак çарта службăра тăнисем чылайăн. Кăçал та вĕсем уяв кунĕнче пĕрле пуçтарăнчĕç. Сывлăш çарĕсен ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ С.К.Батюков пуçтарăннисене çак паллă кун ячĕпе саламларĕ. Малалла вĕсем Александровка ялĕнче Н.Будаков тата Н.Ефимов летчиксене халалласа лартнă палăк умĕнче кĕске митинг ирттерчĕç. Салам сăмахĕсемпе Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова та тухса калаçрĕ. Ку тăрăхра çуралса ӳснĕ Совет Союзĕн Геройĕ

Чиртен асăрханмалла

Чăваш республикин тата Ульяновск облаçĕн Россельхознадзор управленийĕ Тутарстан республикинчи Спаск районĕнче уйрăм çын хуçалăхĕнче сыснасен африка чумине тупса палăртни çинчен пĕлтерет. Раççейре вара çулталăк пуçланнăранпа çак чире 55 çĕрте регистрациленĕ. Вĕсенчен 28-шĕ килти, 27-шĕ хир сыснисем пулнă. Паянхи куна вăл енĕпе 31 тĕлте хăрушă шутланать. Пирĕн тăрăха та çав чир лекесрен асăрханас шутпа Россельхознадзор управленийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене тимлĕхе ӳстерме чĕнет. Çавăнпа та сыснасене тата унăн продукцине санкципе палăртман вырăнсенче, пасарта, канмалли кун ярмарккисенче сутма чармалла. Вырăнти сыснасен йышне шута илмелле. Вĕсене ирĕкре çӳретмелле мар. Килти хуçалăхра, фермер хуçалăхĕнче тата ытти сыснасем тытакан вак хуçалăхсенче пусма юрамастьĕ Уйрăм çынс
Вăхăтра пуçтарса илесшĕн

Вăхăтра пуçтарса илесшĕн

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче хĕрӳ ĕç шавĕ тăрать. Уяр кунсемпе усă курса çĕр ĕçченĕсем тырпул пуçтарса кĕртеççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 2739 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илнĕ. Вăл шутран 1877 гектар кĕрхи тулă, 328 гектар ыраш, 50 гектар çурхи тулă, 343 гектар урпа, 51 гектар сĕлĕ, 10 гектар вика, 80 гектар пăрçа. 8897  тонна тырă йĕтемсем çине кĕнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 32,5 центнерпа танлашать. «Слава», «Восток», «Асаново», «Рассвет», «Слава картофелю» агрофирмăра ку кăтарту татах та пысăкрах. Районĕпе 6556 тонна утă, 15211 тонна сенаж, 4853 тонна силос янтăланă. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси малалла пырать. Хальлĕхе ку ĕçе 1022 гектар çинче пурнăçланă. «Восток» (270 гектар), «Тр

Тырă вырса çапаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Пур хуçалăх та тенĕ пекех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарма тухнă. Августăн 11-мĕшĕ тĕлне районĕпе 1999 гектар тырпул вырса çапса тĕшĕленĕ. Вăл шутран 1553 гектар кĕрхи тулă,163 гектар ыраш, 218 гектар урпа. «Луч» ЯХПК 20 гектар сĕлĕ, «Урожай» колхоз 50 гектар пăрçа пуçтарса илнĕ.  Йĕтемсем çине пурĕ 6421 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 32,1 центнерпа танлашать. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ. Районĕпе 13911 тонна сенаж, 6325 тонна утă, 4853 тонна силос хатĕрленĕ. Утă ытларах «Урожай» колхозра (719 тонна), «Асаново» ЯХПКра (550 тонна), «Слава» ЯХПКра (526 тонна), сенаж «Труд» ЯХПКра (3100 тонна), «Асаново» ЯХПКра (2452 тонна), «Урожай» колхозра (1950 тонна), силос «Луч»  Я