Пятница, 19 апреля

Ульяновск облаçĕн делегацийĕ  – районта

 Августăн 17—18-мĕшĕсенче Чăваш республикинче Ульяновск облаçĕн делегацийĕ ĕçлĕ визитпа пулнă. Вĕсем ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов ертсе пынипе пирĕн тăрăхри чылай предприятипе организацие çитсе курнă, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă.

Пирĕн районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕ те вĕсене интереслентернĕ. Кунта компактлă тата комплекслă çурт-йĕр тăвас енĕпе проектсем мĕнле пурнăçланнине делегаци Урмаелĕнчи Мир урамне çитсе хăйсен куçĕсемпе курса хакланăĕ 2018—2020 çулсенче  Мир тата Дружба çĕнĕ урамсене хăтлăх кĕртес, çутçанталăк газĕпе, электроэнергипе, шывпа тивĕçтерес, автомобиль çулĕ сарас тĕлĕшпе 42,15 миллион тенкĕ укçа-тенкĕпе усă курнă. Районта ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕнĕ урамсенче çӳлерех асăннă ĕçсене пурнăçлама тата 5 проект хатĕрленĕ. Чĕчкенти Солнечная урамра ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Кунсăр пуçне Урмаелĕнчи Граничная тата Габдулла Тукай ячĕллĕ, Пионерская тата Северная урамсенче, Тукай Мишерĕнчи Пионерская тата Северная урамсенче, çак ялăн çурçĕр пайĕнче газпа, электричествăпа, шывпа, çулпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ.

Иккĕмĕш кунĕнче хăнасем республикăри хăмла, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илекен предприятисенче, Чăваш наукăпа тĕпчев ял хуçалăх институтĕнче пулнă. Çавăн пекех пирĕн районти çĕрулми çитĕнтерекен «Слава картофелю» агрофирма хирĕсемпе, теплицăпа, çĕрулми хранилищисемпе паллашнă.

Маларах ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов, Чăваш аграри университечĕн ректорĕ А.Макушев Ульяновск облаçне çитсе килнĕ пулнă. Унта Ульяновск облаçĕнче, Чăваш, Мордва республикисенче карбон полигонĕ тăвасси пирки килĕшĕве алă пуснă.

(Хамăр инф)

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *