Пятница, 19 апреля

Ҫӗр ӗҫченӗ тăрăшать, уй-хир, тухăҫпа савăнтарать

Ҫак кунсенче «Рассвет» ЯХПКна ҫитсе хуҫалӑхӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр, уя тухса вӗҫӗ-хӗррисӗр курӑнакан тырӑ пуссисемпе килентӗмӗр. Сергей Филиппов агроном хирти ӗҫсем мӗнлерех пынипе паллаштарчӗ. Вӑл, ӗҫченсемпе пӗрле тухӑҫлӑ тӗш-тырӑ пултӑр тесе ирӗн-каҫӑн тӑрӑшать. Хуҫалӑх кӑҫал пурӗ 420 гектар ҫинче тыр-пул ҫитӗнтернӗ. Халӗ ӑшӑ ҫилпе хумханса ларакан «сарӑ ылтӑн» тинӗсӗнче уй-хир карапӗсем мӑнаҫлӑн «ишеҫҫӗ».

— Вырмана эпир августӑн 7-мӗшӗнче тухрӑмӑр. Паянхи кун тӗлне пурӗ 240 гектар ҫинчи тырра пуҫтарса кӗртнӗ, ҫав шутра 146 гектар — кӗрхи тулӑ, 30 гектар — пӑрҫа, 64 гектар — урпа. Кӑтартусене пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал тухӑҫ икӗ хута яхӑн ытларах. Ҫанӑ тавӑрса ӗҫлетпӗр, лайӑх тыр-пула вӑхӑтра пуҫтарса кӗртни паха, — паллаштарать лару-тӑрупа хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Афанасьев.

Икӗ комбайн урпа хирӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри мӑнаҫлӑн ярӑнса иртет. Пӗр самант канса илме те вӑхӑт ҫук комбайнерсен. Кӑҫал «Рассвет»  ЯХПКа ҫӗнӗ «АCROS-585» маркӑллӑ комбайн туяннӑ. Ҫӗнӗ уй-хир карапӗпе Денис Киселевпа Владимир Коноплев вӑй хураҫҫӗ. «Палесье-1218» комбайна итлеттерсе ашшӗпе ывӑлӗ — Александрпа Григорий Хурасевсем пулса ҫитнӗ урпана выраҫҫӗ. Владимир Моторинпа Валерий Соловьев водительсем тырра йӗтем ҫине турттараҫҫӗ.

Комбайнсем хыҫҫӑн Сергей Пыркин улӑма пресласа пырать. Ҫӗртмене те вӑхӑтра туса ӗлкӗрмелле. Кӗрхи тулӑ вырӑнне  Н.Киселев канма пӗлмесӗр сухалать.

Ҫу кунӗ ҫулталӑк тӑрантарнине асра тытса выльӑх апатне ҫителӗклӗ хатӗрлеме тӑрӑшаҫҫӗ «Рассветсем». Паянхи куна 1140 тонна сенаж, 377 тонна утӑ янтӑланӑ.

Хиртен пуҫтарса кӗртнӗ тырра йӗтем ҫинче виҫеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ. Кунта Мария Ельтемерова,  Лариса Коноплева, Елена Коноплева, Зинаида Кондратьева, Надежда Иванова, Нина Шурбина, Павел Воробьев, Василий Киселев,  Светлана Волкова, Ольга Шестакова ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех колхоз ӗҫне шкул ачисем — Лидия Матросова, Егор Козлов, Ярослав Соловьев хастар хутшӑнаҫҫӗ. Юрий Кузьмин, Василий Хурасев, Андрей Матросов машинистсем тырра сортировка витӗр кӑларса кӗлете кӗртессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Таса тырра Анатолий Викторов водитель турттарса тӑрать.

Чӑнах та, ҫурла уйӑхӗ ял хуҫалахӗнче тӑрӑшакансемшӗн хӗрӳ, ӗҫ вӗресе ҫеҫ тӑракан тапхӑр. Ял ҫынни иртен пуҫласа каҫчен хиртен кӗме те пӗлмест. «Рассвет» ЯХПКра тата районти пур хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене те вырмана вӑхӑтра вӗҫлеме, пӳлмесене пуян тухӑҫпа тултарма ӑнӑҫу сунас килет.

А.Алексеева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *