Ĕçĕпе хисепе тивĕç

Йăлмахва ялĕнчи чи ватă çынсенчен пĕри вăл. Мĕн ачаран колхозра ĕçлеме пуçланă та, ĕмĕр тăршшĕпех унта тăрăшнă. Кăçал Василий Иванович Анисимов 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ те, урамра чун каниччен чупса çӳресе выляма та май пулманĕ 9—10 çулхи ачасем валли те ĕç нумай пулнă. Вăрçă вĕçленнĕ тĕле 13 çул тултарнă арçын ачан колхозри чылай çĕрте тăрăшма тивнĕ. Вăл çакăншăн «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

Шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăл автомашина водителĕ пулма вĕренет. Ун хыççăн Василий Ивановичăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван «Знамя» колхозпа çыхăнать. Вăл ĕçленĕ çулсенче хуçалăхра  автомашинăсем нумаях пулман. Çавăнпа та водительсем валли çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕç тупăнсах тăнă. Уйрăмах вырма вăхăтĕнче хĕрӳ лекнĕ. Комбайнсем патĕнчен те тырă турттармалла, патшалăха та леçме çула тухмалла. «Знамя» колхоз районта пахча çимĕçпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăх пулнă май унта туса илнĕ çимĕçсене те турттарса тăнă. В.Анисимов хăй ĕмĕрĕнче ЗИС-5, ГАЗ маркăллă автомашинăсемпе ĕçленĕ. Вăл çулсенче хальхи пек çулсем те лайăх пулман. Апла пулин те хĕл кунĕсенче вăрмана та час-часах çӳреме тивнĕ. Василий Иванович хăй автомашинăпа вăй хунă çулсенче пурнăçланă пур ĕçе те асăнса та пĕтереймĕн.

1979—80 çулсенче вăл хĕллехи вăхăтра  пушаннă водительсене  Горький хулинчи автозавода ĕçлеме илсе каяс ыйтусемпе хуçалăх ертӳçипе калаçса пăхать. Шоферсене валли укçа-тенкĕ, колхоза запас пайсем пулаççĕ. «Знамя» колхозăн вăл вăхăтри председателĕ В.И.Агафонов унăн шухăшĕпе килĕшет. Водительсем вара çапла майпа темиçе çул та хĕлле автозаводра ĕçлеççĕ.

Василий Ивановичпа мăшăрĕ, Надежда Васильевна, 4 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, халĕ Василий Иванович ялта пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ 2006 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Ачисем, мăнукĕсем ун патне килсех тăраççĕ.  Вăл 7 мăнукĕпе, 4 мăнмăнукĕпе чунтанах савăнать.

Хăйĕн чыслă ĕçĕпе вăл чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ.

Г.Юрьев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *