Тырă вырса çапаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Пур хуçалăх та тенĕ пекех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарма тухнă.

Августăн 11-мĕшĕ тĕлне районĕпе 1999 гектар тырпул вырса çапса тĕшĕленĕ. Вăл шутран 1553 гектар кĕрхи тулă,163 гектар ыраш, 218 гектар урпа. «Луч» ЯХПК 20 гектар сĕлĕ, «Урожай» колхоз 50 гектар пăрçа пуçтарса илнĕ.  Йĕтемсем çине пурĕ 6421 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 32,1 центнерпа танлашать.

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ. Районĕпе 13911 тонна сенаж, 6325 тонна утă, 4853 тонна силос хатĕрленĕ. Утă ытларах «Урожай» колхозра (719 тонна), «Асаново» ЯХПКра (550 тонна), «Слава» ЯХПКра (526 тонна), сенаж «Труд» ЯХПКра (3100 тонна), «Асаново» ЯХПКра (2452 тонна), «Урожай» колхозра (1950 тонна), силос «Луч»  ЯХПКра (1500 тонна), «Слава»  ЯХПКра (1375 тонна), «Сюрбеево»      ОООра (1200 тонна) пур. Кĕр тыррисем акма 562 гектар çĕр хатĕрленĕ, ку енĕпе 7 хуçалăхра ĕçлеççĕ. «Труд» тата «Луч» ЯХПКсем çĕртме тума  тухнă. Хальлĕхе ку ĕçе 120 гектар çинче пурнăçланă.

Çанталăк уяр тăнипе усă курса хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатса пыма тăрăшаççĕ.

Р.Басников.

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *