Общество

Вăрçă ачисем пурнăç тыткăчисем

Аслă Отечественнăй вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе кĕçех 75 çул çитет. Вăрçă вăхăтĕнче ачасем нумай терт-нуша, асап тÿснĕ. Вĕсене питĕ йывăр килнĕ. Вăрçă ачисенчен пĕри — Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Ольга Архипова. Ольга Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан вăл "Герой" колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăрçă ачисене мăн çынсемпе танах ĕçе явăçтарнă. Вăйпитти арçынсене пурне те вăрçă хирне ăсатнă, ялти ĕçсем хĕрарăмсемпе ачасем çине тиенсе юлнă. Çитĕнсе çитсен хĕре Йÿç Шăхаль каччи Якур качча илнĕ. Çамрăк кин килте ĕçсĕр ларма юратман. Вăл вăхăтра колхозсем хăмла çитĕнтернĕ. Ольга та хăмла пахчинче каçалăк илсе кун каçиччен хирте ĕçленĕ. Çамрăк мăшăр çĕнĕ пÿрт-çурт хăпартнă, ытти хуралтăсем çавăрнă. Вăхăт иртнĕ май Егор Васильевичпа Ольга

Субботник ирттернĕ

Пĕтĕм Раççейри "Симĕс Раççей" субботникпе килĕшÿллĕн Шупашкарти Берендей вăрманĕнче çутçанталăка упрас енĕпе ятарлă акци ирттернĕ. ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, Шупашкарти экологи управленийĕ, регионти "Симĕс хула" экологи организацийĕ, "Раççей географи обществин" Чăваш Республикин уйрăмĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн волонтер центрĕ сентябрĕн 21-мĕшĕнче Берендей вăрманĕн территорине çÿп-çапран тасатассине йĕркеленĕ. 140 ытла çын çак мероприятие хутшăннă. "Акци тавралăха упрас тата халăхăн экологи культурине пысăклатас тĕллевлĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса вăй хурсан тĕллевсене пурнăçлама пулатех", — палăртнă ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Косулин. Каласа хăварар: субботнике ту
Тăван тавралăха упрар

Тăван тавралăха упрар

Çутçанталăк илемĕшĕн, сарăлса выртакан çап-çутă кÿлĕшĕн, çарансен, çырма-çатрасен тасалăхĕшĕн пĕтĕмпех этем яваплă. Апла пулсан, тавралăха упрасси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлар, киревсĕр ĕçсем тăвакан çынсене явап тыттарар, таврари илеме курма хăнăхар. Эпир пурăнакан Çĕр чăмăрĕ çинче нумай çынна экологи ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Ятарласа палăртман вырăнсенче çÿп-çап куписем ÿссе ларнине пĕрремĕш çивĕч ыйту тесен те тĕрĕс пулать пулĕ. Халĕ ялсенче бетон площадкăсем çине контейнерсем вырнаçтарса лартрĕç. Çÿп-çап урам тăрăх ан сапалантăр тесе çак вырăнсене тимĕр картапа хуплаççĕ. Çакă ял халăхĕшĕн питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Вăрмансене, посадкăсене пырсан хăйсен ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ йывăçсем типĕ турачĕсемпе кăнтарса ларнине е çĕрсе выртнине курма пулать. Çакă питĕ кăмăла хуçать. Ку ы
Пурте пĕрле йывăç лартар

Пурте пĕрле йывăç лартар

РФ Президенчĕ В.В.Путин сĕннĕ "Экологи" наци проекчĕн "Вăрмансене упрасси" регион проекчĕн пĕр тĕллевĕсенчен пĕри — вăрмансене çĕнĕрен çĕклесси. Çак проектпа килĕшÿллĕн Раççейри пур регионта та Вăрман хуçалăхĕн федераллă агентстви пуçарнипе ятарлă акци иртет. Унăн тĕллевĕ — çĕршывăн вăрман пуянлăхне пысăклатассипе çыхăннă ыйтусем çине обществăн тимлĕхне уйăрасси. Чăваш Ен çак акцирен айккинче тăрса юлмасть. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче, октябрĕн 5 тата 12-мĕшĕсенче Шупашкар лесничествин территорийĕнче йывăç лартассипе ятарлă мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕсен вăхăтĕнче 2010 çулхи пушарсенче шар курнă вăрман участокĕсенче йывăç лартма планланă. ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пурне те йывăç лартас ĕçе активлăн хутшăнма йыхравлать. Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак телефонсемпе шăнкăравла
Çĕнĕ Хĕрлĕ кĕнеке пулать

Çĕнĕ Хĕрлĕ кĕнеке пулать

Лару вăхăтĕнче çĕнĕ кĕнекене кĕртмелли тата унран кăлармалли, уйрăм тимлĕх уйăрса тĕрĕслесе тăмалли ÿсентăрансен, кăмпасен тата мăксен списокĕн проекчĕпе паллашса ăна сÿтсе явнă. Çавăн пекех юлашки 50 çулта республика территорийĕнче тĕл пулма пăрахнă ÿсентăрансем, кăмпасем тата мăксем çинчен калаçнă. Çĕнĕ Хĕрлĕ кĕнекене хатĕрлесси малалла пырать. Халĕ унăн электрон версийĕ валли текстсем тата графика материалĕсем хатĕрлес ĕç вăй илет. Ăна кăçалхи декабрь уйăхĕнче вĕçлеме планланă.  

Сывлăх çирĕп пултăр тесен чупмалла, хусканмалла

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче районта "Наци кросĕ — 2019" чупу çав тери анлă иртрĕ. Çак кун, тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Комсомольскинче тата ялсенче пурăнакансем район центрĕнчи тĕп лапама чылайăн пуçтарăнчĕç: пĕрисем ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç. Чупăва тухиччен вара пурте пĕрле зарядка туса кăмăла çĕклерĕмĕр. Пĕрлехи зарядкăна çулсеренех районти фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем йĕркелеççĕ /тренерĕ Мария Долгова/. "Наци кросĕ" чупăва район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕç. — Наци кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт вет

Республика малтисен йышĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Тĕпрен илсен, унта калаçу "Экологи" наци проекчĕ тавра пынă. Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Раççей Федерацийĕн çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Дмитрий Кобылкин "Экологи" наци проекчĕ Чăваш Енре питĕ лайăх пурнăçланса пынине палăртнă. РФ ытти субъекчĕсемшĕн республика паха тĕслĕх вырăнĕнче тесе палăртнă. "Ку ĕçре уйрăмах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн витĕмĕ пысăк. Енчен те вăл тимлĕх уйăрман пулсан, пысăк çитĕнÿсемпе палăрма май та çук пулĕччĕ. Наци проекчĕ пурнăçа кĕни куçкĕретех. Сирĕн малтан та ку енĕпе лару-тăру начар мар пулнă. Экологи тĕлĕшĕнчен пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Паянхи кун чăнласах та Чăваш Ен малта п

Спорта чунтан парăннă

Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет, ÿт-пĕве пиçĕхтерет, кăмăл-туйăма хăпартлантарать. Ачаран спорта юратса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿсекенсенчен чылайăшĕ кайран та, нумай çул иртсен те, спортсăр пурăнаймасть. Спорт вĕсемшĕн сывлăш пекех кирлĕ. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Александр Горбунов. Çак кунсенче вăл 80 çул тултарса юбилей кĕрекине ларчĕ. Çулĕ сахал мар пулсан та, Александр Михайлович халĕ те спорта чунтан парăннă. Кашни кунах вăл ирпе ирех физзарядка тăвать, велосипед çине ларса çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарать. Александр Пăрачкав районĕнчи Сыреç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта 7 класлă шкул çеç пулнă. Ăна ăнăçлăн вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлÿ патне туртăнакан ача Улатăр районĕнче малалла ăс пухма шутланă. Чылай аякра вырнаçнă пĕлÿ çуртне вăл ăшă çан
Аслă ăрурисен вĕренме май пур

Аслă ăрурисен вĕренме май пур

"Аслă ăру" регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансем хушма специальноç илме тата професси квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Çак проекта тĕрлĕ организацисенче вăй хуракансен ертÿçĕ направлени парсан хутшăнма май пур. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма пыракан граждансем те вĕренме пултараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансен шутне тивĕçлĕ канăва кайиччен 5 çул юлнă граждансене кĕртеççĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пынă, пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан граждансем бухгалтер, социаллă пулăшуçă, хуралçă тата экскаватор машинисчĕ профессисемпе пĕлĕвĕсене тарăнлатнă. Вĕренÿ вĕçленнĕ хыççăн квалификацие ÿстерни çинчен калакан удостоверени е çĕнĕ профессие вĕренни çинчен калакан диплом параççĕ. Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак адреспа пыма:
Ăмăрту пулать

Ăмăрту пулать

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче, шăматкун, пĕртăван Сергей Ивановичпа Юрий Иванович Зубаревсене асăнса «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи полиатлон ăмăртăвĕ иртет. Сергей Иванович полиатлон енĕпе Раççей чемпионĕ ятне илме пултарнă. Юрий Иванович район командинче лапталла выляса темиçе хут та республика чемпионĕ пулнă тата район командинче вăл футболла выляса республикăри «Урожай» ДСО чемпионĕ пулнă. Çак ăмăртăва 10—11-мĕш классенче вĕренекенсенчен пуçласа аслăраххисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Полиатлон ăмăртăвĕ виçĕ енпе иртет. Пурин те 400 метра чупмалла, шывра 25 метр ишмелле, 60 çула çитмен арçынсен алăпа туртăнмалла, хĕрарăмсен тата 60-тан иртнĕ арçынсен отжимани тумалла. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать. Çакăн пек ушкăнсем пулаççĕ: шкул ачисем, 30 çула çитичченхисем, 30—39