Общество

Юрататăп, савăнатăп, мăнаçланатăп

Учитель кунне уявланă май манăн куçсем умне чи малтанхи вĕренекенсен сăнарĕсем тухса тăраççĕ, вĕсене манăн тав сăмахĕсем калас килет. Ачасен юратăвĕ, тăрăшулăхĕ, тавракурăмĕ мана хам суйласа илнĕ ĕçе юратма, аталантарма пулăшрĕç. Мĕнпе кăна кăсăкланмарĕç-ши вĕсем? Артистсем, художниксем, композиторсем, тĕнчери, çĕршыври паллă çынсем, ташăçăсем... Виçĕ çул пĕрле утрăмăр илемлĕх тĕнчи тăрăх. Вĕсем вĕренсе пĕтернĕренпе 56 çул иртрĕ, унтан 20 çул хыççăн тĕл пулнăччĕ, халĕ, кăçал, 36 çул хыççăн тĕл пултăмăр. Чылаăшĕ учитель профессине суйласа илнĕ, ку мана çав тери савăнтарать. Тукай каччи Геннадий Алексеевич Уткин Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, кунтах Аслă Чурачăк каччи Николай Васильевич Тумаланов та вĕреннĕ. Иккĕшĕ те пултаруллă ĕçченсем. Геннадий Алексеевич шкулта та, хаçатра та ĕçле
Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Октябрĕн 9-мĕшĕ — çак кун 1760 çулта вырăс çарĕсем 7 çула пынă вăрçăра пĕрремĕш хут Берлина илнĕ. 1813 тата 1945 çулсенче мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăнă пек, Шувалов граф ун чухне çапла каланă: «Берлинран Петербурга тăсăлса çитме çук, Петербургран Берлина вара яланах çитме пулать». Октябрĕн 14-мĕшĕ — çак кун 1811 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕсем Дунай шывĕ урлă каçса Рущук /халĕ вăл Болгарири Русе хули/ патĕнче 20 пинлĕ турккă çарне тĕппипех çапса аркатнă. Вырăссем 9 салтак çеç çухатнă. Октябрĕн 14-мĕшĕ — çак кун 1943 çулта Собибор концлагерĕнче восстани пулнă. 300 ытла тĕрме çынни ирĕке тухнă. Концлагерьтен тарассине совет офицерĕ Александр Печерский йĕркеленĕ. Унăн паттăрла ĕçне халалласа халĕ «Собибор» фильм ÿкернĕ. Октябрĕн 18-мĕшĕ — çак кун 1813 çулта вырăс çарĕсе

Ялта çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Хирти Ĕнел тата Хирти Сĕнтĕр ялĕсенче пурăнакансем Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕнче хаклă та сумлă парнене тивĕçрĕç, октябрĕн 1-мĕшĕнче кунта ФАПăн çĕнĕ йышши çурчĕ хута кайнă ятпа пысăк уяв иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Владимир Дубов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов тата ыттисем хутшăнчĕç. «Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнипе 2013 çултанпа республикăра 180 ФАП туса лартнă. Çулталăк вĕçне вĕсем 205 пулмалла. Фельдшерпа акушер пункчĕсене ял çыннисем сипленмешкĕн çеç мар, сывлăха упрамашкăн кирлĕ канашсене тивĕçме çÿреччĕр», — терĕ Владимир Дубов ял çыннисене саламласа. Чăннипех те çапла, фельдшерпа акушер пункчĕсенче ял çыннисене сиплеме п
Хăрушсăрлăх йĕркисем – кашниншĕн

Хăрушсăрлăх йĕркисем – кашниншĕн

Çанталăк сивĕтсе пынă май çынсем ăшăтмалли хатĕрсемпе активлăн усă кураççĕ. Çав вăхăтрах çуртсене е хваттерсене ăшăтма юсавсăр электроприборсемпе усă курнă тĕслĕхсем те пур. Çакă вара пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çурта ăшăтма хушма электроприборсемпе усă курни электропроводкăн ĕçне йывăрлатать. Çавăнпа та электричество пралукĕсене йĕркене пăхăнмасăр сыпăнтарнă е кивелнĕ пралуксемпе усă курнă çĕрте кĕске замыкани пулма пултарать. Çынсенчен нумайăшĕ вĕсен кил-çуртĕнче пушар тухма пултараймасть тесе шутлать. Анчах кун пек çирĕплетсех калама юрамасть. Çулăм ан тухтăр тесен кил таврашĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла, уйрăмах электроприборсемпе ĕçленĕ чухне сыхă пулмалла. Электропралуксен, розеткăсен, сÿнтеркĕчсен юсавлăхне тĕрĕс

Ят тухсан — каймаллах

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕ 2018 тата 2019 çулсенче салтак атти тăхăнассинчен пăрăнса çÿренĕ яшсемпе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. РФ Конституцийĕн 59 стат-йипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси РФ гражданинĕн тивĕçĕ шутланать. Çак тивĕçрен пăрăнса çÿренĕшĕн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Саккунра палăртнă чи пысăк айăплав — икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарни. Çавăн пекех салтака каяссинчен пăрăнса çÿренĕшĕн 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е 2 çул таран ирĕксĕр ĕçсем пурнăçлаттарма пултараççĕ. Республикипе илсен, кăçал хальлĕхе çакăн евĕр 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Шупашкар /2 çын/, Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр каччисем çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса çÿренĕ. Ытти çулсенче те çакăн евĕр тĕслĕхсем п
Ваттисене хисеплерĕç

Ваттисене хисеплерĕç

1992 çултан пуçласа пирĕн çĕршывра октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун — ветеран-пенсионерсемшĕн питĕ пысăк уяв. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче те октябрĕн 1-мĕшĕнче пенсионерсем ялти клуба пуçтарăнчĕç. Чи малтанах Комсомольски ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем ветерансене хитре юрăсемпе савăнтарчĕç. Ун хыççăн ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.А. Илларионова пухăннисене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, вăрăм кун-çул, çемьере юратупа килĕшÿ, çирĕп сывлăх, яланах çакăн пек çамрăк чунлă пулма сунчĕ. Çавăн пекех вăл обществăлла ĕçре палăрнă ветерансене грамотăсем парса чысларĕ. Малалла вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçи Л.Тихонова çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Яланах çакăн пек пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма, тачă çыхăнса, пĕрле килĕштерсе ĕçлеме, ватăлмасăр, чирле
Пĕр пуссăр хăвараççĕ

Пĕр пуссăр хăвараççĕ

Юлашки вăхăтра усал шухăшлă çынсем банк сотрудникĕсем тесе улталанă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Асăрхаттаратпăр, счет çинчен укçа-тенкĕ куçарма картта реквизичĕсене, парольсене ыйтсан никама та каламалла мар. Граждансем банк представителĕсемпе калаçатпăр тесе шăнкăравлакана кашни кăтартăва пĕлтереççĕ, çавна май ултавçăсене хăйсен счечĕ çине кĕме майсем туса параççĕ. Унтан вара пĕр пуссăр тăрса юлаççĕ. Çавăн пекех "ВКонтакте", "Одноклассники" тата ытти социаллă сетьсенче суя аккаунтсемпе /пĕр кунлăх аккаунтсем/ усă курса улталанă тĕслĕхсем йышланнă. Ултавçăсем, маларах пичетленнĕ пĕлтерÿсем тăрăх, унта çырса е шăнкăравласа тавар /пурăнмалли çурт-йĕр тата ытти/ туянас кăмăллине пĕлтереççĕ те укçа-тенкĕ куçарма банк карттин номерне, СМС пĕлтерÿре парольне ыйтаççĕ те хуçан банк карттинч

Эпир – хастар ачасем

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче виçĕ çул ĕнтĕ "Земляне" экоотряд ĕçлет. Ку отряд хастарĕсем макулатура пухаççĕ, сырăшсем тăваççĕ, тĕрлĕ акцисем, конкурссем ирттереççĕ, видеороликсем ÿкереççĕ, çутçанталăка упрама чĕнеççĕ. Раççей шайĕнче иртекен "На старт, экоотряд!" конкурса хутшăнса финала та тухнăччĕ вĕсем, Мускава та çитсе килнĕччĕ. 3 çул хушшинче ку отрядра ачасем те улшăнсах пыраççĕ. Кăçал отряда 14 ача çырăннă. Вĕсем те ахаль ларасшăн мар. Паянхи куна вĕсем макулатура пухаççĕ, кĕçĕннисене çутçанталăка упрама вĕрентсе тĕрлĕ вăйă ирттереççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем виççĕмĕш класс ачисем патне васкарĕç. Вăрман патшине вупăр вăрланă иккен. Патшана çăлас тĕллевпе экологи волонтерĕсем тата виççĕмĕшсем кроссвордсем шутларĕç, тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç. Сывă пурнăç йĕрки çинчен аса илсе&nbs

Тавралăх йывăçпа илемлĕ

Вăрман пуянлăхне ÿстерес, тавралăха симĕс тум тăхăнтартас тĕллевпе "Вăрмансене упрар" Пĕтĕм Раççейри акци пырать. Асăннă акцие кашни çын хутшăнма пултарать. Акă, сентябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, районта пурăнакансем, район администрацийĕн специалисчĕсем акцие хутшăнса Комсомольскинчи Садовая урамра йывăçсем лартрĕç. — Этем хăйĕн пурнăçĕнче йывăç-тĕм лартса ÿстерни çав тери пархатарлă ĕç. Тĕслĕхрен, эпĕ халиччен чылай йывăç лартнă, паян та лартатăп. Çак ĕçе вара аслисем кăна мар, пĕчĕккисем те явăçни лайăх. Садовая урамра йывăçсем лартнă çĕре кунта пурăнакансем çемйисемпех хутшăнчĕç. Пĕрле ĕçлеме çав тери кăмăллă пулчĕ. Малашне те çутçанталăка пуянлатас тĕллевпе тата та ытларах йывăç лартасчĕ, — терĕ Мар
Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Çак кунсенче сăнÿкерчĕксен регионти "Хĕрлĕ кĕнеке пуласлăхĕ" конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене тăватă номинацире палăртнă. 17 çул тултарман вĕренекенсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш "а" класра пĕлÿ пухакан Максим Романов 3-мĕш вырăн йышăннă. Аслăраххисем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ Петр Родионов 2-мĕш вырăна тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн воспитателĕ Алена Родионова тĕрлĕ номинацисенче 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.