Субботник ирттернĕ

Пĕтĕм Раççейри «Симĕс Раççей» субботникпе килĕшÿллĕн Шупашкарти Берендей вăрманĕнче çутçанталăка упрас енĕпе ятарлă акци ирттернĕ.
ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, Шупашкарти экологи управленийĕ, регионти «Симĕс хула» экологи организацийĕ, «Раççей географи обществин» Чăваш Республикин уйрăмĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн волонтер центрĕ сентябрĕн 21-мĕшĕнче Берендей вăрманĕн территорине çÿп-çапран тасатассине йĕркеленĕ. 140 ытла çын çак мероприятие хутшăннă. «Акци тавралăха упрас тата халăхăн экологи культурине пысăклатас тĕллевлĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса вăй хурсан тĕллевсене пурнăçлама пулатех», — палăртнă ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Косулин.
Каласа хăварар: субботнике тухнă çынсене тавралăх çÿп-çаппа тулни чăннипех те пăшăрхантарать. Вĕсем çутçанталăка упрасси, унпа типтерлĕн усă курасси кашнин тивĕçĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ. Çакăн евĕр акцисем пирĕн патра ирттер- сен те питĕ аван пулмалла. Таврари вăрман уçланкисене, йывăç посадкисене, улăх-çарансене унта та кунта йăваланса выртакан çÿп-çапран тасатни чи малтан хамăршăн лайăх-çке.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *