Четверг, 25 апреля

Аслă ăрурисен вĕренме май пур

Аслă ăрурисен вĕренме май пур

«Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансем хушма специальноç илме тата професси квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Çак проекта тĕрлĕ организацисенче вăй хуракансен ертÿçĕ направлени парсан хутшăнма май пур. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма пыракан граждансем те вĕренме пултараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансен шутне тивĕçлĕ канăва кайиччен 5 çул юлнă граждансене кĕртеççĕ.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пынă, пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан граждансем бухгалтер, социаллă пулăшуçă, хуралçă тата экскаватор машинисчĕ профессисемпе пĕлĕвĕсене тарăнлатнă. Вĕренÿ вĕçленнĕ хыççăн квалификацие ÿстерни çинчен калакан удостоверени е çĕнĕ профессие вĕренни çинчен калакан диплом параççĕ.
Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак адреспа пыма: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш кабинет е 5-13-79, 8-960-311-93-14 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.
Т.ВОЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *