Общество

Шашкăлла выляççĕ

Шашкăлла выляççĕ

Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Сергей Викторович Зайцев часах 85 çул тултарать. Вăл нумай çул ялта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, унăн вĕренекенĕсем яланах районти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă, çĕнтерÿçĕсем те пулнă. Сергей Викторович хăй те спортра маттур пулнă. Тĕслĕхрен, район командинче выляса республика чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, йĕлтĕрпе лайăх чупнă, кĕрешÿре те çитĕнÿсем тунă. Вăл районти, республикăри шашкăпа, шахматпа выляса иртекен ăмăртусене хутшăнса сахал мар çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вăл шашкăлла выляса инвалидсем хушшинче республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Маттур спортсмен ячĕпе февралĕн 14-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра шашка вăййин турнирĕ иртет. Вăл ирхине 10 сехетре пуçланать. Шашкăлла выляма юратакансем пурте — арçынсем те, хĕрарăмсе
Тимлĕх чаксан ултав серепине çакланатăн

Тимлĕх чаксан ултав серепине çакланатăн

Район çыннисене кĕсье телефонĕ е Интернет урлă улталаса банк карттисенчен укçа çаратнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Ултавçăсем граждансен укçи-тенкине йăкăртмалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем тупсах тăраççĕ. 2019 çулта Чăваш Республикинче мошенниксен тыткăнне лекнĕ тĕслĕхсем темиçе пинрен те иртнĕ. Право хуралĕн органĕсене килсе пулăшу ыйтнă 2500 тĕслĕхпе ыйтусем йышăннă. «Кукăр алăллисем» çынсене 100 миллион тенкĕ ытлалăх тăкак кÿнĕ. Раçей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Республикинче пурăнакансене мошенниксем ытларах «тапăнаççĕ». Çакă регионта пурăнакансем ытла та çынсене шаннипе, ырă кăмăллă пулнипе, тимлĕхе чакарнипе çыхăннă тесе шутлаççĕ. Нумай чухне кĕсье телефонĕ тата Пĕтĕм тĕнчери анлăшпа усă курса тунă ултавлă ĕçсене у

Тĕрĕс апатланмалла, нумайрах хускалмалла

Юлашки вăхăтра тулли кĕлеткеллĕ ачасем йышлăланчĕç. Çакă чи малтанах тĕрĕс мар апатланнипе, сахал хускану тунипе çыхăннă. Ачан аталанăвĕнче хăвăрт ÿт хушма пултаракан тапхăрсем пур. Ашшĕ е амăшĕ енчен тулли кĕлеткеллисем пур пулсан, ачан 2—3, 5—6 çулсенче тата куçăм тапхăрĕнче ÿт хушас хăрушлăх пысăк. Самăрăлни çын организмĕ çине япăх витĕм кÿрет. Унччен çитĕннисене çеç пырса тивнĕ чирсемпе халĕ ачасем те аптăранине асăрхама пулать. Çав шутра: япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлни, юн пусăмĕ ÿсни, атеросклероз, сахăр диабечĕ, ват хăмпинче чулсем пулни тата ыттисем те. Ачан кĕлетке виçине чакарас тесен чи малтанах апатпа лекекен энерги шайне пĕчĕклетмелле тата энергие тăкаклассине ÿстермелле. Енчен те ача чире пула ÿт хушать пулсан, паллах, тухтăр патне çул тытмалла. Анчах та ытларах чухне кĕлетке
Уважаемые граждане!

Уважаемые граждане!

В связи с изменением Административного регламента МВД России по предоставлению государственной услуги по выдаче справок о наличии  /отсутствии/  судимости  и  /или/  факта  уголовного  преследования  либо  о  прекращении  уголовного  преследования /утвержден приказом МВД России от 27 сентября 2019 года № 660/ с 10 февраля 2020 года не предусмотрена возможность подачи гражданами заявлений на предоставление названной государственной услуги в межмуниципальном отделе МВД России "Комсомольский". С заявлением на получение справки о наличии /отсутствии/ судимости Вы можете обратиться в Многофункциональный центр по предоставлению государственных и муниципальных услуг /по адресу: Комсомольский район, с.Комсомольское, ул. Заводская, д.57/
Добровольно сдай оружие

Добровольно сдай оружие

В целях предупреждения фактов незаконного оборота оружия ФСВНГ Российской Федерации и МВД России совместно с администрациями субъектов Российской Федерации на региональном уровне проводятся мероприятия по добровольной сдаче незарегистрированных предметов вооружения населением, в том числе на возмездной основе. В рамках реализации муниципальных программ профилактики правонарушений в Комсомольском и Яльчикском районах Чувашской Республики, на проведение мероприятий по добровольной сдаче населением незарегистрированных предметов вооружения на возмездной основе, органами местного самоуправления на 2020 год выделено 20000 рублей. Каждый гражданин, добровольно сдавший в орган внутренних дел незарегистрированное огнестрельное гражданское, служебное, боевое ручное стрелковое оружие и боеприпасы,

Манма юрамасть!

2020 çул — Асăну тата Мухтав çулĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çулталăка мăн асаттесен паттăрлăхне аса илсе уçрĕç. Шкулта "Çĕршыва хÿтĕлекенсене мухтав" фестиваль иртрĕ. Уроксем хыççăн шкулăн пĕтĕм коллективĕ акт залне пухăнчĕ. Экран çинче Çĕнĕ Мăратран тата Тукай ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă салтаксен сăнÿкерчĕкĕсем умлăн-хыçлăн тухма пуçласан залра пурте ура çине тăрса шăппăн асăнчĕç. Мĕн чухлĕ çын тăван киле таврăнайман, е таврăнсан та суранĕсене пула вĕсен пурнăçĕ кĕске килсе тухнă... Раççей, хамăр республика, район, ял тăрăхĕн ялавĕсене йăтса кĕнĕ хыççăн фестиваль пуçланчĕ. Кашни класс килĕшнĕ юрăпа сцена çине тухрĕ, ача садне çÿрекенсем ташă парнелерĕç. Ачасене хатĕрленме класс ертÿçисемпе музыка вĕрентекенĕ пулăшнă. Кашни юрă-сăвăпа пĕрле видеороликсем те экран çине
Справкăсене электрон мелпе

Справкăсене электрон мелпе

2019 çулта социаллă страхлав фончĕ тÿленĕ пособисем çинчен калакан справкăна тата 2-НДФЛ формăллă тупăшсем çинчен калакан справкăна мĕнле майпа илме пулать? Социаллă страхлав фондĕнчен справкăсене хăвăрт тата меллĕ илес тесен çакна электрон мелпе тумалла. Çакна валли www.cabinets.fss.ru сайтри "Социаллă пулăшусемпе усă кураканăн харпăр хăй кабинетне" кĕмелле. Енчен те çын патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ пулсан, вăл социаллă страхлав фондĕнчи харпăр хăй кабинечĕпе те усă курма пултарать. Çавăн пекех социаллă страхлав фондне пырса та справкăсене илме пулать.  
Ярăнар-ха йĕлтĕрпе

Ярăнар-ха йĕлтĕрпе

Юрĕ çуса лартрĕ халь, Эх, каяр-ха вăрмана, Йĕлтĕрпе ак ярăнса Çирĕплетер сывлăха. Комсомольски вăрманĕнче "Резерв" ООО çумĕнче кăнтăрла çеç мар, каçпа та йĕлтĕрпе ярăнма пулать, мĕншĕн тесен йĕлтĕр йĕрне электричество ламписем çутатаççĕ. Ĕçлекен çынсем ĕç пĕтнĕ хыççăн кунта ярăнма килеççĕ. Ĕçлемен пенсионерсем тата ытти пушă вăхăтлă çынсем кăнтăр çутипе ярăнаççĕ. Анчах та канмалли кунсенче йĕлтĕрпе ярăнакансен шучĕ нумаях мар, ытларах тивĕçлĕ канурисем кунта вăхăт ирттереççĕ. Апла пулин те, хушăран канмалли кунсенче ялсенчен машинăпа çемйипех килсе ярăнакансем те пур. Иртнĕ çулсенче шкулта вĕренекенсем класс ертÿçи илсе пынипе пĕтĕм класĕпех киле-киле ярăнатчĕç, хальхи вăхăтра ун пекки питех курăнмасть, питĕ сайра пулкалать. Йĕлтĕрпе ярăннин усси çинчен нумай çыраççĕ, тухтăрсем те çак

Спортпа туслашма пулăшать

Паянхи кун районта пурăнакан чылай çыншăн спорт пурнăç йĕрки пулса тăнă. Вĕсем куллен чупаççĕ, ишеççĕ, командăллă вăйăсене хутшăнаççĕ, спортăн тĕрлĕ енĕпе интересленеççĕ. Спорт пурнăçра пысăк вырăн йышăнтăр тесен, паллах, мĕн пĕчĕкрен физкультура туни, спортпа туслашни кирлĕ. Шăпах ачасем хушшинче спорта аталантарма пулăшакан çынсенчен пĕри вăл — Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура урокĕсене вĕрентекен Нежеметдин Сахров. Нежеметдин Садртдинович 40 çул ытла физрукра тăрăшать. Чунĕ ыйтнипе суйланă вăл çак ĕçе, çавăнпа та вăл ăна пĕрре те йăлăхтармасть, киленĕç çеç кÿрет. Унăн вĕренекенĕсем час-часах районта иртекен олимпиадăсенче, тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухаççĕ, республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнаççĕ. Нежеметдин Сахров вĕрентнĕ ачасем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе разрядсене, спорт масте
Ĕненÿ вăй-хал парать, —

Ĕненÿ вăй-хал парать, —

тет Александровкăра пурăнакан Юлия Ивановна Смирнова. Вăл Елчĕк районĕнчи Вырăскассинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ хĕрача виççĕре чухне чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Йăмăкĕ Валя тата пĕчĕкрех пулнă, çулталăк çурăра кăна. Хĕрпĕрчисем çамрăклах ĕçлеме хăнăхнă — кил-çуртра, уй-хирте... Амăшне май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Урампа туя тытнă ватă кинемипе 5—6 çулхи хĕрпĕрчи шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ. "Кукамай, чиркÿ тăрри халĕ те курăнмасть-çке, хăçан çитĕпĕр-ши унта?" — ыйту хыççăн ыйту парать ваттине пĕчĕкки. "Часах, мăнукăм, часах. Çав тăкăрлăкран пăрăнатпăр, вара çитес çĕре те çитĕпĕр", — ăшшăн калаçать хĕрарăм мăнукĕпе. Чăнах та, часах вĕсем чиркÿ умне çитрĕç. Ватти алăк умĕнче виçĕ хутчен сăхсăхрĕ. Пĕчĕкки те çаплах турĕ. Шалта çын самаях. Йĕри-тавра Турăшсем çакăнса тăраççĕ, çуртасем