Тимлĕх чаксан ултав серепине çакланатăн

Тимлĕх чаксан ултав серепине çакланатăн

Район çыннисене кĕсье телефонĕ е Интернет урлă улталаса банк карттисенчен укçа çаратнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Ултавçăсем граждансен укçи-тенкине йăкăртмалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем тупсах тăраççĕ.
2019 çулта Чăваш Республикинче мошенниксен тыткăнне лекнĕ тĕслĕхсем темиçе пинрен те иртнĕ. Право хуралĕн органĕсене килсе пулăшу ыйтнă 2500 тĕслĕхпе ыйтусем йышăннă. «Кукăр алăллисем» çынсене 100 миллион тенкĕ ытлалăх тăкак кÿнĕ. Раçей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Республикинче пурăнакансене мошенниксем ытларах «тапăнаççĕ». Çакă регионта пурăнакансем ытла та çынсене шаннипе, ырă кăмăллă пулнипе, тимлĕхе чакарнипе çыхăннă тесе шутлаççĕ. Нумай чухне кĕсье телефонĕ тата Пĕтĕм тĕнчери анлăшпа усă курса тунă ултавлă ĕçсене уçса пама йывăртарах. Апла пулин те Чăваш Енри право хуралĕн сотрудникĕсем кун йышши тĕслĕхсене уçса парассипе Раççей шайĕнче 16-мĕш вырăнта пулсан, федерацин Атăлçи округĕнче — 2-мĕшĕнче. Нумаях пулмасть Раççейри пĕр регионта банк карттисенчен укçа вăрланă 7 çынран тăракан ушкăна тытса чарнă. Следстви ĕçĕсем пуçланă май вĕсем тĕрлĕ регионти, вăл шутра Чăваш Республикинче пурăнакансене те улталаса укçа-тенкĕ йăкăртнă, пĕтĕмпе 100 ытла тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Граждансене кун йышши ултав серепине лекессинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе республикăра «Асăрханăр, мошенниксем!» профилактика операцийĕ йĕркелеççĕ. Кулленех ку енĕпе вырăнсенче участок уполномоченнăйĕсем граждансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ.
«Каçал ен» хаçата вулакансене те тепĕр хут ултавçăсем мĕнле майпа банк карттисенчен тата Интернет урлă укçа вăрланине аса илтерни ытлашши пулмĕ. Юлашки вăхăтра чи анлă сарăлнă преступлени — банк карттинчен саккунсăр майпа укçа-тенкĕ куçарни. Сирĕн пата, сăмахран, суя «банк ĕçченĕ» шăнкăравлать: сирĕн карттăран укçа вăрлама е таваршăн тÿлеме хăтланнине пĕлтерет. Эсир мĕн те пулин ăнланса иличчен хăвăртрах картта реквизичĕсене — номерне, хыçал енчи CVV-кодне — пĕлтерме ыйтать. Хăш-пĕр чухне укçана «хăрушсăр» счет çине те куçарма хушаççĕ. Палламан-пĕлмен çынсене ан ĕненĕр: хăвăрăн банк картти çинчен нимĕнле информаци те ан пĕлтерĕр. Такам калани-хушнипе укçана урăх счетсем çине ан куçарăр. Интернетри суту-илÿпе асăрхануллă пулмалла. Тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайчĕсемпе çыхăннă ултавсем питĕ нумай. Ултав схеми çакнашкал. Мошенниксем Интернетра пĕр-пĕр тавар сутни çинчен пĕлтерÿ вырнаçтараççĕ. Туянас текен çынна вĕсем тавар хакне тÿрех тÿлеме хушаççĕ. Ахаль лавккаринчен йÿнĕрех пулнăшăн хĕпĕртенĕ çын тимлĕхе çухатать, чăнах та çийĕнчех куçарать. Анчах та тавара кĕтсе илеймест е ăна пĕр-пĕр йÿнĕ япала ярса параççĕ. Çакăн пек улталанас мар тесен, тавара почтăпа описьпе яма ыйтăр. Ку документ пулсан почта ĕçченĕсем посылкăна тавар яриччен тата вырăна çитсен тĕрĕслеме тивĕç.
Ултавçăсем сирĕн тăвансен е тус-юлташăн социаллă сетьри аккаунтне те «çĕмĕрме» пултараççĕ. Çакăн хыççăн вĕсен ячĕпе укçан пулăшма е кивçен ыйтма тытăнаççĕ. Ан ĕненĕр: ку ултавăн тепĕр тĕсĕ. Укçа куçарма васкиччен хайхи тăванăр е тусăр патне шăнкăравлăр. Хăвăрах курăр — унăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ, вăл сирĕнтен укçа ыйтман.
Эсир, калăпăр, Интернет урлă самолет е пуйăс çине билет туянасшăн. Малтан тĕрĕслĕр: официаллă сайтах уçнă-и эсир? Суя сайтсем, тĕпрен илсен, хăрушсăр «https» вырăнне «http»-ран пуçланаççĕ. Суя сайтсене пĕлмелли тепĕр мел те пур. Унăн ятне адрес йĕркине кĕртмелле те шырав системинче хăçан йĕркеленнине тупмалла. Темиçе кун çеç ĕçлекеннисем — шăпах ултавçăсем. Анчах официаллă сайтра хăварнă сирĕн даннăйсем те мошенниксен аллине лекес хăрушлăх пур, мĕншĕн тесен преступниксем сайтсен даннăйĕсен базине «çĕмĕрни» те час-часах пулать. Интернетра туянма, сутма уйрăм банк картти пултăр, унта пĕчĕк сумма кăна хурăр. Пысăк укçа упранакан кредит е шалу карттипе усă ан курăр.
Банк картти — ултавçăсене сирĕн укçа-тенкĕ патне çитме пулăшакан «уçă». Çавăнпа та карттăн вăрттăн реквизичĕсене ют çынсене пĕлтерме юрамасть. Иккĕленÿ пур-тăк, банка е «вĕри лини» номерĕпе шăнкăравласа хăвăра пăшăрхантараканнине ыйтса пĕлĕр. Палламан-пĕлмен çынсене сăмах вĕççĕн ан ĕненĕр! Асра тытăр: банк ĕçченĕсем сирĕн картта реквизичĕсене нихăçан та ыйтмаççĕ.
Сыхă пулăр: ултавçăсем çав тери чее. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — банк карттин даннăйĕсене шахвăртса пĕлесси, укçа вăрласси.
Ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Республикинче пурăнакансене ултавçăсем ытларах «тапăнаççĕ». Çакă регионта пурăнакансем ытла та çынсене шаннипе, тимлĕхе чакарнипе çыхăннă тесе шутлаççĕ.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *