Общество

Яланах пултăр тăнăçлăх

Яланах пултăр тăнăçлăх

Афган вăрçи вĕçленнĕренпе 31 çул çитрĕ. Çак пулăм Раççей историйĕнче сахал мар суран хăварчĕ. Паянхи кун та вăрçăри самантсем асăмран тухмаççĕ. Вăрçăра пурте паттăр пулаймаççĕ, анчах та пурте геройла ĕçсем тăваççĕ. Совет салтакĕсем тăнăçлăх тăвас тĕллевпе Афганистана кĕнĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем историе асра тытса, паттăр салтаксене аса илсе ирхине линейка йĕркелерĕç.  5-мĕшпе   6-мĕш классен ачисем сăвăсем вуласа пачĕç, çартан киле янă çырусемпе паллаштарчĕç, вăрçăри самантсем çинчен каласа пачĕç. Хырай Ĕнел ялĕнчен Афган вăрçинче 7 çамрăк пулнă: Н.В.Белков, А.Д.Воробьев, В.Г.Голландцев, П.Н.Квасов, В.А.Краснов, А.В.Сорокин, А.В.Сорокин. Паянхи кун эпир, шкул ачисем, вĕсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Кашни çулах пневматикăллă винтовкăран перессипе ăмăртусем
Ÿсĕрле çула ан тухăр

Ÿсĕрле çула ан тухăр

РФ ШĔМĕн районсем хушинчи "Комсомольский" уйрăмĕ час-часах ятарлă рейдсем ирттерет. Февралĕн 21—23-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Ÿсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртет. Унăн тĕллевĕ — эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларассинчен асăрхаттарасси, çул çинче пулакан аварисен шутне чакарасси. Çак кунсенче ÇÇХПИ ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕсен водителĕсене чарса алкоголь шĕвекĕсене ăша янине тĕрĕслеççĕ. Водительсем, асра тытăр: эрех ĕçрĕр пулсан — руль умне ларма юрамасть. Хăвăрăн тата çул çинчи ытти çынсен пурнăçне упрăр, ÿсĕрле нихăçан та çула ан тухăр. Д.СОЛОВЬЕВ, ÇÇХПИ инспекторĕ.  
Тÿлев шайне çĕнĕлле шутлаççĕ

Тÿлев шайне çĕнĕлле шутлаççĕ

РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 157 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли укçан шайне палăртнă чухне РФ субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсем çирĕплетнĕ тарифсемпе усă кураççĕ. Çапла вара йăлари хыт каяшсене тирпейленĕшĕн тÿлемелли укçан шайне палăртнă чухне çуртра е хваттерте миçе çын пурăннине, йăлари хыт каяш пуçтарăнмалли нормативсене шута илеççĕ, регионаллă оператор паракан пулăшăвăн пĕрлехи тарифĕ тăрăх тÿлев шайне шутласа параççĕ. ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби 2019 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче йышăннă постановлени тăрăх, 2020 çул валли çак пĕрлехи тарифа çирĕплетнĕ. Хальлĕхе вăл пĕр тонна ЙХК-шăн 3556,55 тенкĕпе танлашать. Кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа вара вăл 4296,53 тенкĕпе танлашĕ. Çулталăкра пуçтарăнакан ЙХК-н вăтам норми хуласенче
Ветерансене — 100-шер пин тенкĕ

Ветерансене — 100-шер пин тенкĕ

Февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Николаев республика Правительствин членĕсемпе тата влаçăн территори федераци органĕсен, муниципалитет ертÿçисемпе планерка ирттернĕ. Канашлăва хутшăннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пĕр хутчен укçа тÿлевĕ парас ыйтăва сÿтсе явнă. Олег Николаев республикăра пурăнакан вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсене Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тата Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа 25-шер пин тенкĕ хушса тÿлесси çинчен пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, федераци бюджетĕнчен 75 пин тенкĕ уйăрĕç. Çапла вара Чăваш Енри вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсене пĕр хутчен паракан тÿлев 100 пин тенкĕпе танлашать. "Чăнах та, пулни-иртни питех те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă ç

Кайăксем валли – сырăшсем

Çынсен пурнăçĕнче кайăксем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вĕçсе вĕсем ÿсентăран вăррисене таврана сарма пулăшаççĕ. Чылайăшĕ хăйсен сассипе савăнтараççĕ. Кайăксем пулмасан, таврари вăрмансене, пахчасемпе садсенчи çимĕç паракан йывăçсене, уй-хирти тырпула тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă кĕске вăхăт хушшинчех пĕтерсе хума пултарать. Юлашки вăхăтра, наукăпа техника çав тери хăвăрт аталанса пынă май, кайăксене йывăр килет. Вăрмансене нумай касни, хуласем пысăкланни, уй-хирпе вăрмансенче хурт-кăпшанкăна хирĕç химиллĕ препаратсемпе кĕрешни, удобренисемпе усă курни кайăксемшĕн сиенлĕ. Хĕллехи вăхăтра кайăксене уйрăмах йывăр. Кун кĕске пирки апат шыраса тупма ĕлкĕреймеççĕ. Уйрăмах юр нумай çуса лартнă чухне çимелли тупма йывăр вĕсене. Çакна шута илсе Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ çумĕнчи кĕ
Кăмака хутнă чухне тимлĕ пулăр

Кăмака хутнă чухне тимлĕ пулăр

Пушарсем ытларах чухне кăмакасемпе усă курнă чухне тимсĕр пулнипе, электричество приборĕсемпе асăрхануллă пулманнипе, электропроводкăсене вăхăтра улăштарманнипе, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснипе, мăрьесем юсавсăррипе çыхăннă. Кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 2 хутчен пушар тухнă. Вут-çулăмра пĕр çын вилнĕ. Раççей МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕ кăмакасемпе усă курнă чухне пăхăнмалли йĕркесене аса илтерет: — кăмака умĕнче 50х70 сантиметртан пĕчĕкрех мар тимĕр листи пулмалла; — кăмакана ытлашши хĕрсе кайма памалла мар, кунне 2—3 хут 1,5—2 сехетрен ытла хутмалла мар; — кăмака хутнă чухне алăкне лайăх хупмалла; — мăрьере пуçтарăнса ларнă хăрăм пушар кăларма пултарать, çавăнпа та хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен мăрьене хăрăмран тасатмалла; — мачча çинчи мăрье

Тăрăшсан — ĕç ăнать

Кашни арçыннăн пурнăçра йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла тата ывăл çитĕнтермелле, теççĕ халăхра. Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕн директорĕнче вăй хуракан Владимир Максимов арçын тивĕçĕсене туллин пурнăçланă. Вăл ертсе пынипе хăпартнă çуртсене чылай çĕрте курма пулать, виçĕ ывăлĕ хăйсен çитĕнĕвĕсемпе куллен савăнтараççĕ, йывăçсене те Владимир Васильевич хăйĕн пурнăçĕнче пайтах лартнă. В.Максимов Çĕнĕ Мăрат ялĕнче колхозниксен çемйинче кун çути курнă. Çемьере 6 пĕртăван туслăн çитĕннĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса килти ĕçсене тунă, мĕн пĕчĕкренех малтан мала талпăнма хăнăхнă. Владимир Çĕнĕ Мăратри 8 класлă шкулта, кайран Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче ăс пухнă. Унтан вара Сĕнтĕрвăрринчи строительство мастерĕсен шкулне çул тытнă. "Аслă пичче Олег Хусанта инженер-строителе вĕренсе тухрĕ

Района танк илсе килнĕ

Районта пурăнакансем, тен, асăрхаса та ĕлкĕрчĕç пулĕ: Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнче çак кунсенче чăн-чăн танк вырнаçтарса лартрĕç. Района танк турттарса килсе ăна палăк пек вырнаçтарасси çинчен пĕрремĕш калаçу 2018 çул пуçламăшĕнче пулнă. Ун чухнех çак ĕçе пурнăçлама ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. "Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского договора" обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕн çумĕ Ю.П.Филиппов ертсе пыракан ушкăна Н.И.Смирнов, В.Т.Павлов тата А.Н.Архипов кĕнĕ. Чи малтан РФ Оборона министерствине çакăн çинчен çыру çырса янă, шухăша ырланине пĕлсен кирлĕ документсем хатĕрлеме пикеннĕ. Çавна май пирĕн района валли Т-80БВ маркăллă танк уйăрса панă. Февралĕн 16-мĕшĕнче танка Комсомольскине илсе çитерчĕç, вырнаçтарса лартрĕç. — Шухăшланине пурнăçла

Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, плансене палăртрĕç

Культура ĕçченĕсем çинчен сăмах хускатсан тÿрех йăлтăр-ялтăр, тĕрлĕ тĕслĕ, хаваслă мероприятисем аса килеççĕ. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ уявран тăнăн туйăнать. Тарăнрах шутласа илсен вара — пĕр юрра е ташша çеç сцена çине кăларма та питĕ нумай ĕçлемелле. Кирлĕ материала шыраса тупмалла, çине-çине юрласа е ташласа тикĕслесе якатмалла. Тата илĕртÿллĕ мероприяти йĕркелемелле, халăха мĕнлерех кăсăклантармалла! Çакă пĕтĕмпех культура ĕçченĕсем çине тиенет. Вĕсен канмалли кунсенче, уявсенче уйрăмах ĕç нумай — çынсен канăвне илемлĕрех, туллирех тумалла. Çавăнпа та ĕнтĕ музей, библиотека, культура çурчĕсен специалисчĕсен чăннипех чунне парса ĕçлемелле, хастар пулмалла. Ялти культура çурчĕ — ял чĕри, кунта ял халăхĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тĕкĕртен пăхнăн курăнать, Культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçлăх та, завхоз

Йĕлтĕрçĕсем ăмăртрĕç

Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те маттур, çавăнпах çитĕнĕвĕсем нумай кĕттермеççĕ. Районта пурăнакансене спорта явăçтарма условисем çителĕклĕ, тĕрлĕ ăмăртусем те час-часах йĕркелеççĕ. Кăçал хĕл юрпах савăнтармарĕ пулин те, йĕлтĕрпе çÿреме кăмăллакансем вăрманта ярăнса киленеççех. Акă, иртнĕ шăматкун, февралĕн 15-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче СССР чемпионĕ, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă Вера Чернова ячĕпе йĕлтĕрçĕсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва 150 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче — шкул ачисем, хĕрарăмсемпе арçынсем, спорт ветеранĕсем. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, "Кĕтне" ФСК директорĕ Евгений Тихонов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев саламла