Суббота, 20 апреля

Ĕненÿ вăй-хал парать, —

Ĕненÿ вăй-хал парать, —

тет Александровкăра пурăнакан Юлия Ивановна Смирнова. Вăл Елчĕк районĕнчи Вырăскассинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ хĕрача виççĕре чухне чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Йăмăкĕ Валя тата пĕчĕкрех пулнă, çулталăк çурăра кăна. Хĕрпĕрчисем çамрăклах ĕçлеме хăнăхнă — кил-çуртра, уй-хирте… Амăшне май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă.
Урампа туя тытнă ватă кинемипе 5—6 çулхи хĕрпĕрчи шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ. «Кукамай, чиркÿ тăрри халĕ те курăнмасть-çке, хăçан çитĕпĕр-ши унта?» — ыйту хыççăн ыйту парать ваттине пĕчĕкки. «Часах, мăнукăм, часах. Çав тăкăрлăкран пăрăнатпăр, вара çитес çĕре те çитĕпĕр», — ăшшăн калаçать хĕрарăм мăнукĕпе. Чăнах та, часах вĕсем чиркÿ умне çитрĕç. Ватти алăк умĕнче виçĕ хутчен сăхсăхрĕ. Пĕчĕкки те çаплах турĕ.
Шалта çын самаях. Йĕри-тавра Турăшсем çакăнса тăраççĕ, çуртасем çунаççĕ. Юлян темĕн пекех кукамăшĕнчен хăйсем кам умне çуртасем çутса лартнине ыйтса пĕлес килет. Апла пулин те хĕрпĕрчи шарламасть, шăп çеç тăрать. Çак сăваплă вырăнта калаçма юраманнине ăна çывăх çынни питĕ лайăх ăнлантарнă.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Юля халĕ çемйипе Александровкăра пурăнать.
Ачалăхне аса илес пулсассăн Юля йăмăкĕпе пĕрле Вырăскасси шкулĕнче вĕреннĕ. 8 класс пĕтерсен çамрăк выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçленĕ, пăрусем пăхнă. Шаннă çĕрте тăрăшса ĕçленĕ. Çуллахи вăхăтра уй-хирте те вăй хунă вĕсем: тĕрлĕ культурăсене çумкурăкран тасатнă, йĕтем çинче те, ытти çĕрте те тăрăшнă.
Хветура аппа çав тери çĕнĕ çурт лартма ĕмĕтленнĕ. Тăрăшсах колхозра ĕçленĕ. Пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушнă. Паллах, хĕрĕсем те май килнĕ таран пулăшнă. Вăй хуни сая кайман. Вĕсем пысăках мар çурт лартнă. Çул хыççăн çул иртнĕ. Юля Елчĕк районĕнчи Курнавăш каччипе Саша Смирновпа пĕрлешнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ.
Смирновсем Комсомольскине куçрĕç, кунтах ĕçлерĕç. Пурăна-киле Смирновсене Александровкăра хваттер пачĕç. Ăна вĕсем пысăклатрĕç, хуралтăсем турĕç. Выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Паллах, ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Апла пулин те вĕсем йывăрлăхран пĕрре те хăрамаççĕ, ăна çĕнме тăрăшаççĕ. Кунта, паллах, Сашăн тÿпи питех те пысăк. Вăл ир-ирех тăрать те, выльăхсем патне тухса каять — айсарăмне тасатать, апат çитерет, шăварать… Юля ĕнине сума васкать. Мăшăрне май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Сăмах май каласан, амăшне те кунтах илсе килнĕччĕ-ха вĕсем. Шел пулин те, халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, 79 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.
Юлия Ивановнăпа Александр Иванович икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Леняпа Алеша çамрăкранах ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ пулма тăрăшнă. Çемьеллĕ пулнă.
Смирновсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пĕрре те ĕçсĕр лармаççĕ. Пушăрах вăхăтра Юля тĕрлеме юратать, мăшăрĕ выльăх-чĕрлĕх пăхать. Паллах, ăна юратнă çынни те пулăшать. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Юлия Ивановна час-часах чиркĕве, çĕршыври сăваплă вырăнсене, Иисус Христоспа çыхăннă çĕрсене çитсе курнă. Тĕрлĕ купельсенче шыва кĕнĕ. Çакă хĕр-арăма пурнăçри йывăрлăхсене çĕнме, малалла ăнтăлма пулăшать, çут тĕнче илемлĕхне курма май парать.
Ăçта кăна пулса курман пулĕ вăл? Грузири, Мускаври, унăн çывăхĕнчи, Чулхула облаçĕнчи Дивеевăри тата ытти регионсемпе хуласенче çветтуйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата вĕсем пурăннă вăхăтра хăварнă ырă пулăмсемпе паллашнă.
Пĕр-икĕ çул каялла Юлия Ивановна Иисус Христос пурăннă Израиль çĕрĕ çине те çитнĕ. Кунта вăл Елчĕкре пурăнакан 82 çулхи Евдокия Перепелкинапа пĕрле кайнă. Мускавран вĕсем унта чылай туристпа пĕрле вĕçнĕ. Нумай вырăнта пулса курнă вăл. Иордан шывĕнче шыва кĕнĕ, хăватлă литургисенче, службăсенче пулнă. «Çак хăватлă çĕр çинче пулнă вунă кунра вăй-хал самаях хутшăннине туйрăм», — тет хĕрарăм.
Паллах, çулçÿрев валли укçи-тенки те чылай кирлĕ. Кунта, паллах, ăна мăшăрĕ нумай пулăшать. «Кайтăр, çÿретĕр, сăваплă сывлăшпа сывлатăр», — кăмăллăн калаçать Александр Смирнов.
Израильтен таврăнсан хĕрарăм хăйне çав тери лайăх туйнă, унăн ĕçленĕçемĕн ĕçлес килнĕ. Вăл утса мар, вĕçсе çÿрет тейĕн. Вĕсен кил-çуртĕнче тасалăхпа тирпейлĕх, хăтлăх хуçаланаççĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕрĕсем куçа илĕртеççĕ. Пит шăллисем, минтер пичĕсем, чаршавсем… Хăвна илемлĕх тĕнчине кĕнĕ пекех туятăн. Пÿлĕмсене, чÿречесене тĕрлĕ тĕслĕ ырă чечексем илем кÿреççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет-ши? Ахăртнех, çакăн тупсăмĕ чиркÿсемпе мăнастирсен мăнаçлăхĕн ытамĕнче пулни, Турă сывлăшĕпе сывлама ăнтăлни пулинех.
Çакна та каламалла, Юлия Ивановна хаçат-жунал вулама юратать, Комсомольскинчи культура çуртĕнче пулакан концертсемпе спектакльсене те çÿрет. Тепĕр чухне вĕсем Александровкăран кÿршисемпе, пĕлĕшĕсемпе пĕрле çуранах утса килеççĕ.
З.СОЛОВЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *