Четверг, 25 апреля

Манма юрамасть!

2020 çул — Асăну тата Мухтав çулĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çулталăка мăн асаттесен паттăрлăхне аса илсе уçрĕç. Шкулта «Çĕршыва хÿтĕлекенсене мухтав» фестиваль иртрĕ.
Уроксем хыççăн шкулăн пĕтĕм коллективĕ акт залне пухăнчĕ. Экран çинче Çĕнĕ Мăратран тата Тукай ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă салтаксен сăнÿкерчĕкĕсем умлăн-хыçлăн тухма пуçласан залра пурте ура çине тăрса шăппăн асăнчĕç. Мĕн чухлĕ çын тăван киле таврăнайман, е таврăнсан та суранĕсене пула вĕсен пурнăçĕ кĕске килсе тухнă…
Раççей, хамăр республика, район, ял тăрăхĕн ялавĕсене йăтса кĕнĕ хыççăн фестиваль пуçланчĕ. Кашни класс килĕшнĕ юрăпа сцена çине тухрĕ, ача садне çÿрекенсем ташă парнелерĕç. Ачасене хатĕрленме класс ертÿçисемпе музыка вĕрентекенĕ пулăшнă. Кашни юрă-сăвăпа пĕрле видеороликсем те экран çине тухрĕç, куракансен чунне хумхатрĕç. Фестиваль вĕçĕнче шкулĕпех пурте пĕрле «Катюша» юрра шăрантарчĕç. Хăйне май флешмоб пекех пулчĕ ку, вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, курма килнĕ ашшĕ-амăшĕ те хавхалансах юрларĕç.
Фестиваль вĕçленсен ачасем маларах чăрăш турачĕсенчен хатĕрленĕ асăну çыххине ялти палăк умне хучĕç, палăк умĕнче шăп тăрса пуç тайрĕç.
А.БАСНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *