Пятница, 26 апреля

Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, плансене палăртрĕç

Культура ĕçченĕсем çинчен сăмах хускатсан тÿрех йăлтăр-ялтăр, тĕрлĕ тĕслĕ, хаваслă мероприятисем аса килеççĕ. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ уявран тăнăн туйăнать.
Тарăнрах шутласа илсен вара — пĕр юрра е ташша çеç сцена çине кăларма та питĕ нумай ĕçлемелле. Кирлĕ материала шыраса тупмалла, çине-çине юрласа е ташласа тикĕслесе якатмалла. Тата илĕртÿллĕ мероприяти йĕркелемелле, халăха мĕнлерех кăсăклантармалла! Çакă пĕтĕмпех культура ĕçченĕсем çине тиенет. Вĕсен канмалли кунсенче, уявсенче уйрăмах ĕç нумай — çынсен канăвне илемлĕрех, туллирех тумалла. Çавăнпа та ĕнтĕ музей, библиотека, культура çурчĕсен специалисчĕсен чăннипех чунне парса ĕçлемелле, хастар пулмалла. Ялти культура çурчĕ — ял чĕри, кунта ял халăхĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тĕкĕртен пăхнăн курăнать, Культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçлăх та, завхоз та, режиссер та, артист та, психолог та, дизайнер та пулма тивет.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Ăна район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Екатерина Конторская уçрĕ. Вăл 2019 çулта туса ирттернĕ, 2020 çулта тумалли ĕçсене палăртрĕ. Культура çурчĕсене юсас тата çĕнетес, пурлăхпа техника базине çирĕплетес тата кĕнекесен фондне комплектлас ĕçсем малалла тăсăлни çинчен пĕлтерчĕ. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр, Нĕркеç ялĕсенчи культура ĕçченĕсем ĕçе юратса, пуçаруллă, чунтан парăнса, туслă ĕçленине палăртса хăварчĕ: «Халăх патне «чун апатне» илсе çитерекен специалистсем ирхине ĕçе, каçхине киле хаваспа, тулли кăмăлпа кайсан пуçăннă ĕç яланах ăнăçлă пулĕ», — терĕ вăл вĕсене саламласа. Районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Георгий Перьев клуб системинче 2019 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ тата кăçалхи плана палăртрĕ. Вăл Хирти Мăнтăрти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Н.Сидоровăн «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакле выляни куракансене хамăр районта çеç мар, Елчĕк районĕнче те килĕшнине палăртрĕ. Канашлăва ЧР Культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министерствин пай начальникĕ И.И.Ильина, Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх пултарулăх енĕпе ĕçлекен директорĕн çумĕ В.Н.Яковлева, ЧР Наци библиотекин директорĕ С.М.Старикова хутшăнчĕç. Инна Ильинична культура сферинчи ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Районти тĕп библиотека директорĕ И.П.Ядрова вулавăшсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Районти библиотека ĕçченĕсен квалификацине ÿстерес ĕçе уйрăмах тимленине пĕлтерчĕ.
Канашлăва «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г.А.Максимов, Альбина Юрату тата Светлана Гордеева çыравçăсем те килсе çитнĕ. Г.А. Максимов районти библиотекăсене «Краткая история Чувашии и чувашского народа» кĕнеке парнелерĕ. Çыравçăсем пуçтарăннисене хăйсем çырнă сăвăсене вуласа пачĕç, районти библиотекăсене сăвăсен кĕнекисене парнелерĕç.
Тĕлпулу Çĕнĕ Кипеç культура çуртĕнче иртнине шута илсе кунти ĕçченсем çинчен уйрăм каласа хăварас килет. Вĕсем пĕрре те ĕçсĕр лармаççĕ. Фойене кĕрсенех илемлĕ, килĕшÿллĕ йĕркеленĕ куравсем — «Культура — душа народа», «Вехи памяти славы», «Чăваш автономи облаçне — 100 çул». Вырăнти культура çурчĕсен çумĕнчи ушкăнсем çепĕç сассисемпе юрă хыççăн юрă шăрантарса килентерчĕç.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *