Пятница, 26 апреля

Йĕлтĕрçĕсем ăмăртрĕç

Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те маттур, çавăнпах çитĕнĕвĕсем нумай кĕттермеççĕ. Районта пурăнакансене спорта явăçтарма условисем çителĕклĕ, тĕрлĕ ăмăртусем те час-часах йĕркелеççĕ. Кăçал хĕл юрпах савăнтармарĕ пулин те, йĕлтĕрпе çÿреме кăмăллакансем вăрманта ярăнса киленеççех.
Акă, иртнĕ шăматкун, февралĕн 15-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ хĕрринче СССР чемпионĕ, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă Вера Чернова ячĕпе йĕлтĕрçĕсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва 150 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче — шкул ачисем, хĕрарăмсемпе арçынсем, спорт ветеранĕсем.
Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев саламларĕç, ăмăртура палăрма, çĕнтерме сунчĕç.
Тупăшу вара хĕрÿ иртрĕ, кашниех мала тухассишĕн талпăнчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмсенче палăртрĕç çĕнтерÿçĕсене. Расиль Тукаев, Раиль Абеев, Егор Макаров, Даша Яковлева, Софья Осипова, Даша Белкова 2006—2007 çулсенче çуралнисем хушшинче чи маттуррисем пулчĕç.
Çавăн пекех чи лайăх кăтартусемпе Семен Семенов, Илья Федоров, Дима Егоров, Анжелика Константинова, Анастасия Афанасьева, Валерия Иванова палăрчĕç.
2002—2003 çулта çуралнисем хушшинче финиша арçын ачасенчен чи малтан Максим Михеев, Даниил Трофимов, Алексей Быков, хĕрсенчен Яна Осипова, Илвина Алимова, Рания Хамдеева çитрĕç.
Арçынсемпе хĕрарăмсем те старта тăчĕç. Ветерансем хушшинче Николай Ятманова, Анатолий Давыдова, Зинаида Киргизовăна çитекенни пулмарĕ. Арçынсенчен Зуфар Тимаев, Владимир Калашников, Иван Краснов, хĕрарăмсенчен Венера Арсентьева, Раиса Сапожникова, Луиза Носкова палăрчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысларĕç.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *