Пятница, 26 апреля

Яланах пултăр тăнăçлăх

Яланах пултăр тăнăçлăх

Афган вăрçи вĕçленнĕренпе 31 çул çитрĕ. Çак пулăм Раççей историйĕнче сахал мар суран хăварчĕ. Паянхи кун та вăрçăри самантсем асăмран тухмаççĕ. Вăрçăра пурте паттăр пулаймаççĕ, анчах та пурте геройла ĕçсем тăваççĕ. Совет салтакĕсем тăнăçлăх тăвас тĕллевпе Афганистана кĕнĕ.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем историе асра тытса, паттăр салтаксене аса илсе ирхине линейка йĕркелерĕç.  5-мĕшпе   6-мĕш классен ачисем сăвăсем вуласа пачĕç, çартан киле янă çырусемпе паллаштарчĕç, вăрçăри самантсем çинчен каласа пачĕç.
Хырай Ĕнел ялĕнчен Афган вăрçинче 7 çамрăк пулнă: Н.В.Белков, А.Д.Воробьев, В.Г.Голландцев, П.Н.Квасов, В.А.Краснов, А.В.Сорокин, А.В.Сорокин.
Паянхи кун эпир, шкул ачисем, вĕсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Кашни çулах пневматикăллă винтовкăран перессипе ăмăртусем йĕркелетпĕр. Шкул ачисем концерт лартаççĕ.
Ман шутпа, çакăн пек тĕлпулусем кирлех. Вĕсем ачасен патриотла туйăмĕсене аталанма пулăшаççĕ. Паянхи мирлĕ пурнăç нихăçан та ан сÿнтĕр тесен пирĕн, çамрăк ăрăвăн, яланах вăрçă саманчĕсене асра тытмалла, мирлĕ пурнăç парнеленĕ çынсене сума сумалла, пулăшма тăрăшмалла.
О.СОРОКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *