Тÿлев шайне çĕнĕлле шутлаççĕ

Тÿлев шайне çĕнĕлле шутлаççĕ

РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 157 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли укçан шайне палăртнă чухне РФ субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсем çирĕплетнĕ тарифсемпе усă кураççĕ. Çапла вара йăлари хыт каяшсене тирпейленĕшĕн тÿлемелли укçан шайне палăртнă чухне çуртра е хваттерте миçе çын пурăннине, йăлари хыт каяш пуçтарăнмалли нормативсене шута илеççĕ, регионаллă оператор паракан пулăшăвăн пĕрлехи тарифĕ тăрăх тÿлев шайне шутласа параççĕ.
ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби 2019 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче йышăннă постановлени тăрăх, 2020 çул валли çак пĕрлехи тарифа çирĕплетнĕ. Хальлĕхе вăл пĕр тонна ЙХК-шăн 3556,55 тенкĕпе танлашать. Кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа вара вăл 4296,53 тенкĕпе танлашĕ. Çулталăкра пуçтарăнакан ЙХК-н вăтам норми хуласенче кашни çын пуçне 1,97 кубла метрпа, ялсенче 1,57 кубла метрпа танлашать. Çавăн пекех йăлари хыт каяшсем пуçтарăннин вăтам йăвăлăхне /плотность/ те шутласа палăртаççĕ. Вăл хуласенче кашни кубла метр çине 108,2 килогрампа, ялсенче 102,2 килогрампа танлашать. Çак кăтартусемпе усă курса ЙХК-на тирпейленĕшĕн кашни уйăхра тÿлемелли укçа шайне палăртаççĕ. Çапла вара хуласенче пурăнакансен уйăхне 63,15 тенкĕ, ял çыннисен 47,56 тенкĕ тÿлемелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *