Общество

Тунă ĕçсем курăмлă, тĕллевсем паллă

Нумаях пулмасть РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче вăй хуракансем кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Канашлу вăхăтĕнче туса ирттернĕ ĕçсене хак парса туллин сÿтсе явнă, малашнехи плансене палăртнă. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсем — шанса панă территорири оперативлă лару-тăрăва сăнаса тăрасси, йĕркене пăсасран асăрхаттарасси, преступленисене вăхăтра уçса парасси. Кăçалхи пĕрремĕш виçĕ уйăхра Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче регистрациленĕ преступленисен шучĕ 18,4 процент ÿснĕ. Уйрăмах Елчĕк районĕнче ку кăтарту палăрмаллах пысăкланнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 66,7 процент ÿснĕ. Çав шутра çын пурлăхне вăрланă, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем тата экономика преступленийĕсем нумайланнă. Районти ял тăрăхĕсенчи лару-тăрăва пă
Профилактика мероприятийĕ иртнĕ

Профилактика мероприятийĕ иртнĕ

Çул çитменнисене деструктивлă, çав шутра экстремизмла ĕçе, саккуна хирĕç майпа йĕркелекен массăллă акцисене явăçтарассинчен, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенчи пусмăра пропагандăлакан информацие çамрăксем хушшинче сарасран сыхланас тĕллевпе апрелĕн 15—16 тата 19—21-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Твой выбор» ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче çул çитменнисен ушкăнĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă, йĕркене пăсассинчен асăрхаттарнă. Р.ЖУКОВА.  
Явап тыттараççĕ

Явап тыттараççĕ

Пĕлтĕрхи декабрĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 512-ФЗ №-лĕ саккунпа Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Çапла наркотик им-çамĕсене, психотроплă япаласемпе вĕсен прекурсорĕсене, наркотик им-çамĕсемлĕ тата психотроплă япаласемлĕ ÿсен-тăрансене тата çĕнĕ йышши хăрушă психоактивлă япаласене интернет урлă пропагандăлакансене административлă майпа явап тыттараççĕ. Çакăн пек ĕçсем тунăшăн граждансене — 30 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 100 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕ тумасăр предприниматель ĕçне пурнăçлакансене — 100 пин тенкĕ таран штрафлама е 90 талăк таран административлă майпа ĕçе чарса хума, юридици сăпачĕсене 1,5 миллион тенкĕ таран штрафлама е 90 талăк таран административлă майпа ĕçе чарса хума пултараççĕ. Енчен те ют çĕршыв граж
Правилăсене çĕнетнĕ

Правилăсене çĕнетнĕ

РФ Правительствин 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи 1586 №-лĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн автомобиль транспорчĕпе тата хулари çĕр çинчи электричество транспорчĕпе турттармалли правилăсене çĕнетнĕ. Улшăнусем таксистсене те пырса тивнĕ. Халĕ такси службинче вăй хуракансен заказсене регистрацилекен журналти даннăйсене 6 уйăхран кая мар упрамалла. Çакăн пек журнала электрон мелпе те тытса пыма пулать. Таксие заказа яриччен пассажир патне заказăн номерне, перевозчикĕн ятне, çул укçи шайне, хăш вăхăтра машина килессине пĕлтермелле. Клиента чек памалла. Водительтен сылтăм енчи панель çине фрахтовщикăн ятне, унăн адресĕпе телефонне, таксире ĕçлеме ирĕк илнине кăтартакан документăн номерне, хăш орган çак ирĕке панине кăтартмалла. Унчченхи пек водителĕн визит карточкине вырнаçтарма кирлĕ мар. Енчен т
Кÿрентернĕшĕн айăплаççĕ

Кÿрентернĕшĕн айăплаççĕ

Пĕлтĕрхи 513-ФЗ №-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексĕн 5.61 статйине улшăнусем кĕртнĕ. Çак нормăн 1-мĕш пайĕнче сăмахпа кÿрентернĕшĕн /обществăра йышăннă мораль тата нравственность нормисене пăхăнмасăр çыннăн чысне тата тивĕçне хур тунăшăн/ явап тыттарасси çинчен каланă. Çакăн пек тĕслĕхсенче граждансене — 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 30 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 100 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран административлă штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Енчен те çынна халăх умĕнче, информаципе телекоммуникаци сечĕсемпе, çав шутра интернетпа та, усă курса кÿрентернĕ е темиçе çынна харăс хур тунă пулсан пысăкрах виçепе штраф тÿлеттереççĕ: граждансене — 5 пинрен пуçласа 10 пин т

Кавир çинче – кĕрешекенсем

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçарса янă Петр Матросовăн призĕсемшĕн шкул ачисем хушшинче республика турнирĕ иртрĕ. Унта пурĕ 120 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллакансем Чăваш Енри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен çеç мар, Мордва Республикинчен тата Ульяновск облаçĕнчен те килсе çитрĕç. Турнира уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов хăнасене саламлă сăмах каларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Александр Николаевич районти хастар ветеран-спортсменсене — Николай Краснова тата Василий Краснова физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртрĕ. Унта тĕрл

Турнирта виççĕмĕш вырăн йышăннă

Кашни çулах çуркунне республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисем хушшинче шашка вăййипе «Чудо-шашки» фестиваль иртет. Унта 7-мĕш тата кĕçĕнрех классенче вĕренекен виçĕ арçын ачаран тата пĕр хĕрачаран тăракан командăсем хутшăнаççĕ. Фестивалĕн районти тапхăрĕ Урмаел вăтам шкулĕнче пулчĕ. Унта районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен 16 команди хутшăнчĕ. Вăтам шкулсен командисем хушшинче йĕркеленĕ хĕрÿ тупăшура Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Урмаел тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсен командисем йышăнчĕç. Тĕп шкулсен командисем хушшинче Хырхĕрри тĕп шкулĕн команди — пĕрремĕш, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн команди — иккĕмĕш, Тăманлă Выçлипе Александровка тĕп шкулĕсен командисем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Апрелĕн 15-мĕшĕнче Канаш хулинче турн
Техника çуракине хатĕр

Техника çуракине хатĕр

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн кĕçех хĕрÿ тапхăр — çураки пуçланĕ. Акана вăхăтра тухса пĕр кăлтăксăр ирттерес тесен чи малтанах техникăн юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халĕ шăпах техникăн патшалăх тĕрĕслевне ирттермелли тапхăр пырать. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса килнине кура техника тĕрĕслевне каярах пуçланă. Апла пулин те, чылай хуçалăхри «тимĕр утсене» пăхса тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче тĕрĕслекенсем «Труд» ЯХПКра пулчĕç. Хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ пуян. Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников пĕр рете лартса тухнă тракторсене черетпе тĕрĕслерĕç, вĕсен юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ
Ырă ĕçе явăçтармалла

Ырă ĕçе явăçтармалла

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен канашĕн пĕрлехи председателĕ Василий Шадриков тата волонтерсен «АгроВыбор» альянс обществăлла организацин правленийĕн председателĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн вĕренекенсен социаллă психологи пулăшăвĕн секторĕн заведующийĕ Надежда Сергеева районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тата ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селивановпа тĕл пулчĕç. Канашлăва АПК ветеранĕ- сен представителĕсем Илдус Миннетуллин тата Василий Николаев та хутшăнчĕç. Вĕсем волонтерсен юхăмне ытларах çынсене явăçтарассине тата мероприятисен планне сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннисем çурхи ака ĕçĕсемпе те паллашрĕç. Паянхи

Прививка сывлăха упрама пулăшать

Вакцинаци — инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх мел. Паянхи кун пирĕн районта пурăнакансем çĕнĕ коронавирус инфекцине хирĕç прививка тума пултараççĕ. Хальлĕхе района пурĕ 1460 доза вакцина килсе çитнĕ, 788 çын вакцинаци тутарнă. Хăшĕ-пĕрисем прививка тутарма васкамаççĕ-ха. Вĕсем укол мĕнле усă кÿнине пĕлмеççĕ, вакцинаци умĕн тата хыççăн хăйсене мĕнле тытмалли пирки те иккĕленеççĕ. Прививка тăвиччен коронавируспа кĕрешекен клеткăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме васкакансем те йышлă. Çакна туни вара пĕлтерĕшлех мар. Организмра вируспа кĕрешекен клеткăсем пурри вакцинăн усси çине витĕм кÿмест. Енчен те эсир коронавируспа чирленĕ, сирĕн çак инфекципе кĕрешекен клеткăсем сыхланса юлнă пулсан, прививка туни вĕсен шутне тата та ытларах ÿстерет, хÿтĕлев вара тата та шанчăклăрах пулĕ. Хисеплĕ р