Кавир çинче – кĕрешекенсем

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçарса янă Петр Матросовăн призĕсемшĕн шкул ачисем хушшинче республика турнирĕ иртрĕ. Унта пурĕ 120 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллакансем Чăваш Енри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен çеç мар, Мордва Республикинчен тата Ульяновск облаçĕнчен те килсе çитрĕç.
Турнира уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов хăнасене саламлă сăмах каларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Александр Николаевич районти хастар ветеран-спортсменсене — Николай Краснова тата Василий Краснова физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем хутшăнчĕç. Арçын ачасем çеç мар, хĕрачасем те кавир çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Чи вăйлисем, чи маттуррисем малти вырăнсене тухса Хисеп грамотисене, медальсене тата парнесене тивĕçрĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хушшинче пирĕн районти спортсменсем йышлăн пулнине палăртма кăмăллă. Эппин, районта çак спорт тĕсĕ чăннипех те лайăх аталанать, ачасем мĕн пĕчĕкрен кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене ăса хывса çитĕнÿсем патне туртăнаççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *